bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 33
Exodus 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 34 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр;
2
сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп,
3
[вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.
4
Ҫакӑ хаяр сӑмаха илтсессӗн, пӗтӗм халӑх йӗрсе янӑ, пӗри те эрешӗсене ҫакман-тӑхӑнман.
5
Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
6
Израиль ывӑлӗсем Хорив тӑвӗ патӗнче хӑйсен эрешӗсене хывса хунӑ.
7
Моисей тапӑр тулашне, тапӑртан аякра, хӑй валли чатӑр лартнӑ, вӑл ӑна пуху чатӑрӗ тенӗ; Ҫӳлхуҫана шыракан кашни ҫынах тапӑр тулашӗнче ларакан пуху чатӑрне пынӑ.
8
Моисей кӗлӗ чатӑрне кайма тухсассӑн пӗтӗм халӑх ура ҫине тӑнӑ, кашнийӗ, хӑйӗн чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑрса, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсе кайичченех ун хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ.
9
Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсессӗн, пӗлӗт юпа анса кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ, вара [Ҫӳлхуҫа] Моисейпе калаҫнӑ.
10
Кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче тӑракан пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ; пӗтӗм халӑх ура ҫинче тӑнӑ, кашнийӗ хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче кӗлтуса тӑнӑ.
11
Ҫӳлхуҫа Моисейпе куҫа-куҫӑн, туспала тус калаҫнӑ пек, калаҫнӑ; унтан Моисей тапӑра таврӑннӑ; ӑна итлесе, ӑна ӗҫлесе тӑракан Иисус вара — Нав ывӑлӗ, яш ача — кӗлӗ чатӑрӗнчен хӑпман.
12
Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: акӑ Эсӗ мана: ертсе кай ҫакӑ халӑха, тетӗн, Эсӗ: «Эпӗ сана ятранах пӗлетӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн» терӗн пулин те, манпа пӗрле кама ярассине уҫса памарӑн;
13
эппин, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем; асту-ха: ҫакӑ ҫынсем санӑн халӑху-ҫке, тенӗ.
14
[Ҫӳлхуҫа ӑна] каланӑ: [сан умӑнтан] Эпӗ Хам пырӑп, сана канӑҫлӑха илсе кӗрӗп, тенӗ.
15
[Моисей] Ӑна каланӑ: [пирӗнпе пӗрле] Эсӗ Хӑв пымастӑн пулсассӑн, пире кунтан илсе те ан тух,
16
эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха? Эсӗ пирӗнпе пӗрле пынинчен мар-и? ун чухне эпӗ тата Санӑн халӑху ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та чаплӑрах пулӑпӑр, тенӗ.
17
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Эпӗ эсӗ каланине тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, Эпӗ сана ятран пӗлсе тӑратӑп, тенӗ.
18
[Моисей] каланӑ: Хӑвӑн мухтавлӑхна кӑтарт мана, тенӗ.
19
[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн пӗтӗм мухтавлӑхӑма сан умӑнтан ирттерсе ярӑп, Яхве ятӑма сан умӑнта пӗлтерӗп, кама каҫармаллине — каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине — хӗрхенӗп, тенӗ.
20
Унтан Вӑл тата каланӑ: санӑн Манӑн сӑнӑма курма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн Мана курнӑ ҫын чӗрӗ юлаймӗ, тенӗ.
21
Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр;
22
Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп;
23
аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40