bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 26
Exodus 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 27 →
1
Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер;
2
кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ.
3
Пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтар, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтар.
4
Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту;
5
пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр;
6
тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ.
7
Кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗксене качака ҫӑмӗнчен ту; ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк ту;
8
пӗр вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике; ку — пӗр вителӗк: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пултӑр.
9
Пилӗк вителӗкне — хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтар; улттӑмӗш вителӗкне, ҫурмаран хутлатса, кӗлӗ чатӑрӗн мал енне витсе тӑмалла ту.
10
Хӗрринчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗринпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ ту, ҫакӑнпа сыпӑнтарма тепӗр вителӗк хӗррине аллӑ йӑлӑ [ту].
11
Аллӑ пӑхӑр каптӑрма ту, каптӑрмисене йӑллисенчен ҫаклат, ҫапла ҫивиттине сыпӑнтар, вӑл пӗр пӗтӗм пултӑр.
12
Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр;
13
кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр.
14
Ҫиелтен витмелли виттине хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсенчен ту, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен ту.
15
Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр:
16
тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ;
17
кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту.
18
Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс,
19
ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту;
20
кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту,
21
вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп;
22
кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту,
23
кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту;
24
вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр;
25
ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
26
Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли,
27
пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли;
28
витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ;
29
пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр.
30
Кӗлӗ чатӑрне хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ларт.
31
Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр;
32
чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак;
33
чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ.
34
Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри саккун арчи ҫине, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арча ҫине, хупӑлчине хур.
35
Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт.
36
Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту;
37
чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40