bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 7
Exodus 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 8 →
1
Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ:
2
Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ;
3
анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп;
4
фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп;
5
Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.
6
Моисейпе Аарон вара ҫапла тунӑ, хӑйсене Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.
7
Фараонпа калаҫма пуҫӑннӑ вӑхӑтра Моисей сакӑрвуннӑра, Аарон [унӑн пиччӗшӗ] сакӑрвун виҫҫӗре пулнӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
9
эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ.
10
Моисейпе Аарон фараон патне [тата унӑн чурисем патне] пынӑ та [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Аарон хӑйӗн туйине фараон умне тата унӑн чурисем умне пӑрахнӑ та — туя ҫӗлен пулса тӑнӑ.
11
Фараон [Египет] ӑсчахӗсемпе асамҫисене чӗнтерсе илнӗ; ҫав ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ҫавнах тунӑ:
12
вӗсем кашнийӗ хӑйӗн туйине ҫӗре пӑрахнӑ та — вӗсем ҫӗлен пулса тӑнӑ, анчах Аарон туйи вӗсен туйисене ҫӑтса янӑ.
13
Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа [вӗсене] каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.
14
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон хытӑ чӗреллӗ, вӑл халӑха ярасшӑн мар.
15
Ыран фараон патне кай; акӑ вӑл шыв хӗррине тухӗ, эсӗ унӑн ҫулӗ ҫине ҫыран хӗррине тухса тӑр, ҫӗлен пулнӑ туюна аллуна тыт,
16
вара кала ӑна: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, мана сан патна ҫакна калама ячӗ: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Мана кӗлтутӑр; анчах та эсӗ халиччен те итлемерӗн.
17
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ,
18
ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ.
19
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет ҫыннисен шывӗсем ҫине — вӗсен ҫырмисем ҫине, юхӑмӗсем ҫине, кӳллисем ҫине, пӗтӗм шыв-шур ҫине — тӑс, пурте юн пулса тӑрӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче, йывӑҫ савӑтсенче те, чул савӑтсенче те юн пулӗ, тенӗ.
20
Моисейпе Аарон [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ,
21
ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ.
22
Египет ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ. Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.
23
Фараон ҫаврӑннӑ та хӑйӗн килне кайнӑ; ҫакна курса та унӑн чӗри хускалман.
24
Ҫырмари шыва ӗҫейменнипе, ӗҫмелли шыв шыраса, мӗнпур Египет ҫынни ҫырма таврашне алта пуҫланӑ.
25
Ҫӳлхуҫа ҫырмари шыва юн тунӑранпа ҫичӗ кун иртнӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40