bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 1
Proverbs 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 2 →
1
Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем
2
ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ;
3
ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ;
4
айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ;
5
ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ;
6
ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.
7
Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; [хӑрама пӗлекенсем пурте ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем; Турра хисеплени вара — ӑнлану пуҫламӑшӗ;] ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ухмахсем ҫеҫ хурлаҫҫӗ.
8
Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле:
9
ҫакӑ вӑл саншӑн — хӳхӗм пуҫкӑшӑль, мӑю валли — илемлӗ эреш.
10
Ывӑлӑм! ҫылӑхлӑ ҫынсем сана хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесессӗн — ан килӗш;
11
вӗсем сана: «атя пирӗнпе, ҫын вӗлерме пытанса ларӑпӑр, пӗр айӑпсӑр ҫынна сыхласа тӑрӑпӑр» тесессӗн,
12
«вӗсене, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, чӗрӗ халлӗн ҫӑтса ярӑпӑр, ҫӑва шӑтӑкӗ ҫӑтнӑ пек, пӗтӗмӗшпе хыпса ҫӑтӑпӑр;
13
хаклӑ йышши тӗрлӗ пурлӑх пухӑпӑр, хамӑр кил-ҫурта тупӑш чыхса тултарӑпӑр;
14
эсӗ пирӗнпе пӗрле шӑпа сиктерӗн, пирӗн пурин те пӗрешкел тӳпе пулӗ» тесессӗн,
15
ывӑлӑм! вӗсемпе ҫула ан тух, уруна вӗсен сукмакӗ ҫине ан пус:
16
вӗсенӗн урисем усаллӑх енне чупаҫҫӗ, юн юхтарма васкаҫҫӗ.
17
Вӗҫен кайӑксем умӗнче серепе карни кӑлӑхах;
18
кусем вара хӑйсем валли хӑйсем шӑтӑк алтаҫҫӗ, хӑйсен чунне сыхласа лараҫҫӗ.
19
Ют пурлӑха хапсӑнакансен ҫулӗсем кирек хӑшӗн те ҫавӑн пек: пурлӑха парӑннӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫне пурлӑхах татать.
20
Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать, хулари уҫӑ вырӑнсенче сассине хӑпартать,
21
шавлӑ халӑх хушшинче вӗрентет, хула хапхи умӗнче сӑмах калать:
22
«эй тӗттӗм ҫынсем, хӑҫанччен тӗттӗмлӗхе юратӑр? сӗмсӗрсем хӑҫанччен сӗмсӗрлӗхпе киленӗҫ? ухмахсем хӑҫанччен пӗлӗве кураймасӑр пурӑнӗҫ?
23
Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп.
24
Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ;
25
эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр.
26
Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп;
27
сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ.
28
Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ.
29
Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн,
30
манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн
31
вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ:
32
вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ;
33
мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31