bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 24
Proverbs 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 25 →
1
Усал ҫынсене ан ӑмсан, вӗсемпе пулма ан тӑрӑш:
2
вӗсен чӗри пусмӑрласси пирки шухӑшлать, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ усалли ҫинчен калаҫать.
3
Кил-ҫурт ӑслӑлӑхпа ҫӗкленет, ӑс-хакӑлпа тӗреклӗленет,
4
пӗлӳ вара унӑн ӑшчиккине тӗрлӗ йышши хаклӑ та илемлӗ пурлӑх тултарать.
5
Ӑслӑ ҫын — вӑй-хӑватлӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн вӑйӗ хушӑнса пырать.
6
Вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне канаш панине итле: канаш паракан ҫителӗклӗ чухне ӑнӑҫу пулать.
7
Ӑслӑлӑх ӑссӑр ҫыншӑн питех те ҫӳлте; вӑл хапха умӗнче ҫӑвар уҫмӗ.
8
Кам усал тума шухӑшлать, ҫавна чее ултавҫӑ теҫҫӗ.
9
Ӑссӑрлӑхӑн ӗмӗчӗ — ҫылӑх, мӑшкӑлҫӑ вара — ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх.
10
Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн.
11
Вӗлерме тытса килнисене хӑтар, вӗлермелле тунисенчен пӑрӑнӑн-ши вара?
12
«Эпир ӑна пӗлмен ҫав» тейӗн-и? Чӗрене Тӗрӗслекенӗ пӗлмест-им ҫакна? Санӑн чунна Сӑнаканӗ ҫакна пӗлет, ҫынна ӗҫӗсене кура тавӑрса парать.
13
Пыл ҫи, ывӑлӑм: вӑл тутлӑ, пыллӑ карас пырушӑн кӑмӑллӑ;
14
ӑслӑлӑха пӗлни те санӑн чунушӑн — ҫавӑн пекех. Ӑслӑлӑха тупрӑн пулсассӑн, малашлӑх пур, санӑн шанчӑку путланмӗ.
15
Эй усал ҫын, тӳрӗ ҫын килне усал тума ан шухӑшла, ун канлӗхӗн вырӑнне ан аркат:
16
тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.
17
Тӑшману ӳксессӗн — ан хӗпӗрте, вӑл такӑнсассӑн — чӗрӳ ан хаваслантӑр.
18
Урӑхла тусассӑн Ҫӳлхуҫа курӗ те ҫакна, Унӑн умӗнче ку юрӑхсӑр ӗҫ пулӗ, Вӑл вара Хӑйӗн ҫиллине тӑшману ҫинчен сирсе ярӗ.
19
Усал ҫынсене ан тарӑх, йӗркесӗр ҫынсене ан ӑмсан:
20
усал ҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать.
21
Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫапа патшаран хӑра; пӑлхавҫӑсемпе ан хутшӑн:
22
вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтерсе пӑрахӗҫ — вӗсенчен килес инкеке кам малтанах пӗлес пур?
23
Ӑслисем тата ҫапла каланӑ: сутри ӗҫе ҫыннине кура татса пани — аван мар, тенӗ.
24
Айӑплӑ ҫынна: «эсӗ тӗрӗс» тесе калакана халӑхсем ылханӗҫ, ҫавна йӑхсем курайми пулӗҫ;
25
питлекенсене вара юратӗҫ, вӗсем ҫине пиллӗх анӗ.
26
Тӳрӗ те тӗрӗс хуравлани — тутаран чуптуни.
27
Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле.
28
Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле: чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗншӗн улталамалла-ха санӑн?
29
«Вӑл мана мӗн турӗ, эпӗ те ӑна ҫавнах тӑвӑп, ҫынна унӑн ӗҫне кура тавӑрӑп» тесе ан кала.
30
Эпӗ кахал ҫыннӑн хирӗ тӗлӗпе, ӑсран тайлӑк ҫыннӑн иҫӗм пахчи тӗлӗпе иртсе пыраттӑм:
31
акӑ ӗнтӗ пур ҫӗре те кӳкен ӳссе ларнӑ, ҫӗр питне вӗлтӗрен пусса илнӗ, чул хӳми ишӗлсе аннӑ.
32
Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм:
33
«тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн —
34
вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31