bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 5
Proverbs 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 6 →
1
Эй ывӑлӑм! ӑспуҫлӑ пулас тесессӗн, чӗлху-ҫӑвару пӗлӗве упратӑр тесессӗн, эпӗ вӗрентсе каланине тӑнла, манӑн ӑстӑнӑм ӳкӗтленине хӑлхуна тайса итле. [Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:]
3
ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех;
4
анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать;
5
урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.
6
Ун пурӑнӑҫӗн ҫулне-йӗрне пӗлессӳ килсессӗн те пӗлсе ҫитереймӗн — унӑн ҫулӗсем вылянчӑк.
7
Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ан манӑр.
8
Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар:
9
хӑвӑн сывлӑхна ыттисене, пурӑнас кунҫулна асаплантаракана памалла ан пултӑр;
10
санӑн вӑй-хӑватупа юттисем тӑранса ан пурӑнччӑр, санӑн ӗҫӳ-хӗлӳ ют килшӗн ан пултӑр.
11
Кайран — ӳтӳ, ӳт-пӗвӳ хавшаса ҫитсессӗн — йынӑша-йынӑша кулянӑн,
12
ӗнтӗ ҫапла калӑн: «хама вӗрентсе каланине мӗншӗн кураймасӑр тӑтӑм-ши, хама питленине чӗрем мӗншӗн тиркерӗ-ши?
13
хама вӗрентекенсене мӗншӗн итлемерӗм-ши, хама ӑс паракансене тӑнлама мӗншӗн хӑлхама таймарӑм-ши?
14
ӗнтӗ кӗҫех ҫынсем умӗнче, пӗтӗм халӑх хушшинче намӑса тухаттӑм!» тейӗн.
15
Хӑвӑн пуссунтан ӗҫ, хӑвӑн ҫӑлун таппинчен ӗҫсе тӑр.
16
Санӑн шыву урам тӑрӑх ан юхтӑр, урам тӑваткӑлӗсене ан сарӑлтӑр;
17
вӑл пӗр санӑн ҫеҫ пултӑр, ӑна ыттисемпе пайламалла ан пултӑр.
18
Санӑн ҫӑлкуҫу пиллӗхлӗ пултӑр; ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа — ачаш айпӑланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурӑн: сана кирек хӑҫан та унӑн кӑкӑрӗ йӑпаттӑр, яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн.
20
Ывӑлӑм, мӗншӗн-ха санӑн айккинче тупӑннӑ арӑма савмалла, мӗншӗн ют арӑм кӑкӑрне ҫупӑрламалла?
21
Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче, Вӑл унӑн пур ҫулне те пӗлет.
22
Йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗн серепинех ҫакланать, вӑл хӑй ҫылӑхӗпех тӑлланать:
23
вӑл ӑса кӗменнипе вилет, ытла та ӑссӑр пулнипе пӗтет.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31