bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 13
Proverbs 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 14 →
1
Ӑслӑ ывӑл ашшӗ вӗрентсе каланине итлет, чӑрсӑрри вара питленине итлемест.
2
Ырӑ сӑмах калакан ырринех тутанать, саккуна пӑхӑнман ҫынсенӗн чунӗнче вара — усаллӑх.
3
Чӗлхине ирӗке яман ҫын хӑйӗн чунне упрать; карма ҫӑварсене инкек кӗтет.
4
Наян ҫын чунӗ ӗмӗтленет те — анчах усӑсӑр; ӗҫчен ҫыннӑн чунӗ — тӑранӗ.
5
Тӳрӗ ҫын суя сӑмаха кураймасть, усал ҫын вара хӑйнех намӑса хӑварать, хӑйнех хисепрен кӑларать.
6
Айӑпсӑр ҫынна ҫул ҫинче тӳрӗлӗх сыхлать, ҫылӑхлӑ ҫынна йӗркесӗрлӗхӗ пӗтерет.
7
Хӑш этем хӑйне пуян пек тытать — хӑйӗн нимӗн те ҫук; тепӗри хӑйне чухӑн пек тытать — хӑйӗн темӗн чухлӗ пуянлӑх.
8
Пуянлӑхӗпе этем хӑйӗн пурӑнӑҫне тӳлесе илет, чухӑн вара хӑратнине те илтмест.
9
Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫути хавассӑн ҫунать, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать. [Ултавлӑ чунсем ҫылӑх хушшинче аташса ҫӳреҫҫӗ, тӳрӗ чунлисем ҫыншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, хӗрхенеҫҫӗ.]
10
Мӑнкӑмӑллӑх хирӗҫӳ кӑларать, пӗр-пӗринпе канашлакансем хушшинче вара — ӑслӑлӑх.
11
Ҫӑмӑлттайлӑха пула пуянлӑх иксӗлет, ӗҫӗпе пухса пыраканни ӑна ӳстерет.
12
Вӑрахчен пурӑнӑҫланман ӗмӗт чуна эрлентерет, тулли ӗмӗт вара — чӗрӗлӗх йывӑҫҫи пек.
13
Сӑмаха вырӑна хуман ҫын хӑйне сиен кӳрет; ӳкӗтрен хӑраса тӑракана сӑвап пулать.
14
[Ултавҫӑ ывӑлӗн нимӗн ырри те ҫук, ӑслӑ чуран вара ӗҫӗ ӑнса пырать, унӑн ҫулӗ те тӳрӗ.]
15
Ӑслӑ ҫын вӗрентӗвӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.
16
Ырӑ ӑс-хакӑл ыттисемшӗн те кӑмӑллӑ, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫулӗ — хаяр.
17
Кирек хӑш ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын та ӗҫе пӗлсе тӑвать, ухмаххи вара хӑй ухмаххине кӑтартать.
18
Начар элчӗ инкеке лекет, шанчӑкли вара ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.
19
Вӗрентнине йышӑнман ҫын ҫука тухать, намӑс курать, ӑс панине тимлекен хисепе кӗрет.
20
Ӗмӗт тулни чуна кӑмӑллӑ; ухмахсем вара усалтан пӑрӑннине тӳсме пултараймаҫҫӗ.
21
Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать.
22
Ҫылӑхлӑ ҫынсем хыҫҫӑн инкек-синкек ҫӳрет, тӳрӗ ҫынсене вара ырӑпа тавӑраҫҫӗ.
23
Ырӑ ҫын мӑнукӗсем валли те еткер хӑварать, ҫылӑхлин пуянлӑхӗ тӳрӗ ҫын валли сыхланса юлать.
24
Тулӑх тырпул чухӑнсен хирӗнче те пулать; анчах ӑна йӗрке ҫукки пӗтерет.
25
Чӗрӗ хулла хӗрхенекен хӑйӗн ывӑлне хӗрхенмест; ывӑлне юратакан вара ӑна ачаранпах тӑна кӗртсе тӑрать.
26
Тӳрӗ ҫын тӑраниччен ҫиет, йӗркерен тухнисенӗн вара хырӑмӗ пушӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31