bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 7
Proverbs 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 8 →
1
Эй ывӑлӑм! манӑн сӑмахӑма астусах тӑр, эпӗ вӗрентсе каланине ӑшӑнта тыт. [Ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫана хисепле — вара тӗреклӗленӗн, Унсӑр пуҫне урӑх никамран та ан хӑра.]
2
Манӑн ӳкӗтсене уяса тӑр — вара пурӑнӑн, эпӗ мӗн вӗрентнине куҫ шӑрҫине упранӑ пек упра.
3
Вӗсене эсӗ пӳрнӳне тӑхӑнса ҫӳре, вӗсене чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур.
4
Ӑслӑлӑха: «эсӗ манӑн тӑванӑм!» те, ӑстӑнпа та тӑванлаш,
5
ҫапла эсӗ урӑх ҫын арӑмӗнчен, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран сыхланӑн.
6
Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм:
7
акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм,
8
урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ,
9
каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.
10
Акӑ ӗнтӗ — ӑна хирӗҫ хӗрарӑм тухрӗ: аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ, чее чӗреллӗскер,
11
шавлӑскер, ҫӑварлӑх мӗнне пӗлменскер; урисем унӑн килӗнче тӑмаҫҫӗ:
12
вӑл е урамра, е урам тӑваткӑлӗнче, кашни кӗтесрех кӗтсе-сыхласа тӑрать.
13
Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна:
14
«эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм;
15
ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана;
16
выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм;
17
ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм;
18
кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр;
19
упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ;
20
хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ.
21
Ачаш сӑмах кала-кала сӑхлантарчӗ вӑл яш ачана, ҫепӗҫ чӗлхи-ҫӑварӗпе парӑнтарчӗ ӑна.
22
Лешӗ вара тӳрех ун хыҫҫӑн уттарчӗ, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, [касмӑка лартакан йытӑ пек,] ухӑпа перекен тӗле,
23
пӗверне ҫӗмрен шӑтарса тухас тӗле лекнӗ пӑлан пек, вӗҫен кайӑк хӑйшӗн вилӗмлӗх карнӑ серепене ним пӗлмесӗрех чӑмнӑ пек, кайрӗ.
24
Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ӑша хывӑр.
25
Чӗрӳ аскӑн арӑмӑн ҫулӗ енне ан сулӑнтӑр, унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре:
26
ҫав арӑм нумайӑшне амантса ӳкернӗ, вӑйлӑ ҫынсене вӑл нумайӑшне вӗлернӗ:
27
унӑн килӗ — ҫӗр тӗпне ертсе каякан, вилӗмӗн шалти ҫуртне илсе анакан ҫул.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31