bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 3
Proverbs 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 4 →
1
Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр:
2
ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ.
3
Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур —
4
вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн.
5
Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан.
6
Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ.
7
Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан:
8
ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.
9
Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле —
10
вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ.
11
Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил:
12
Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.
13
Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ:
14
ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах:
15
вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ.
16
Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;]
17
унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.
18
Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ!
19
Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ;
20
Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
21
Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн,
22
санӑн чунушӑн ҫакӑ пурӑнӑҫ пулӗ, мӑю валли илемлӗ эреш пулӗ.
23
Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн.
24
Ҫывӑрма выртсассӑн — шикленмӗн; ҫывӑрса кайсассӑн тӗлӗкӳ те кӑмӑллӑ пулӗ.
25
Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн:
26
сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ.
27
Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр.
28
Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала. [Мӗншӗн тесессӗн эсӗ ыранхи кун мӗнле пуласса пӗлместӗн.]
29
Хӑвна шанса тӑракан ҫывӑх ҫыннуна хирӗҫ усал шухӑш ан тыт.
30
Хӑвна усал туман ҫынпа сӑлтавсӑрах ан вӑрҫӑн.
31
Пусмӑрлакан ҫынна ан ӑмсан, унӑн пӗр ҫулне те ан кӑмӑлла:
32
Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать.
33
Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать.
34
Вӑл мӑшкӑлҫӑсенчен кулать пулсассӑн, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.
35
Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31