bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 14
Proverbs 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 15 →
1
Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать, ухмаххи ӑна хӑй аллипех салатать.
2
Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенни Ҫӳлхуҫаран хӑрать; кукӑр ҫулпа ҫӳрекенни Ӑна уямасть.
3
Ӑссӑрӑн чӗлхи — мӑнкӑмӑллӑх саламачӗ; ӑслисен чӗлхи-ҫӑварӗ хӑйсенех сыхлать.
4
Вӑкӑр ҫук пулсассӑн, пӳлме пушӑ; пысӑк тупӑш вӑкӑр вӑйӗнчен килет.
5
Тӳрӗ кӳнтелен улталамасть, суя кӳнтелен суеҫтерсе тултарать.
6
Аскӑн этем ӑслӑлӑх шырать те — тупаймасть; ӑнкаруллӑ ҫын вара ҫӑмӑллӑнах вӗренет.
7
Ухмах ҫынран пӑрӑн — эсӗ унран ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах илтеймӗн.
8
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ — хӑйӗн ҫулне пӗлсе тӑни, тӑнсӑр ҫынсен ухмахлӑхӗ вара — аташса ҫӳрени.
9
Ӑссӑрсем ҫылӑх парнинчен кулаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа кӑмӑллать.
10
Этем хуйхине унӑн чӗри ҫеҫ пӗлет, унӑн савӑнӑҫне те ютти хутшӑнаймасть.
11
Йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫурчӗ саланать, тӳрӗ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗ пуянлансах пырать.
12
Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур; анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.
13
Тепӗр чухне савӑннӑ хушӑрах чӗре ыратать, савӑнӑҫ хурлӑхпа вӗҫленет.
14
Пӑсӑк чунлӑ ҫын хӑй ҫулӗ мӗн кӳнипе, ырӑ чунли хӑй ҫулӗ мӗн кӳнипе тӑранӗ.
15
Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать.
16
Ӑслӑ ҫын хӑрать, усалтан пӑрӑнать, ухмаххи вӗчӗхет, хӑйне анчах шанать.
17
Авӑк ҫын ухмахла ӗҫ тума пултарать; юриех усал тӑвакана курайми пулӗҫ.
18
Айваннисем еткерлӗхе ухмахлӑх илеҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлисем пӗлӗвӗпе мухтава тухаҫҫӗ.
19
Усаллисем ыррисем умӗнче, тӳрӗ маррисем тӳрӗ ҫын хапхи умӗнче пуҫ тайӗҫ.
20
Чухӑнран ҫывӑх ҫыннисем те ютшӑнаҫҫӗ, пуянӑн вара — темӗн чухлӗ тус.
21
Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен йӗрӗнекен ҫын ҫылӑха кӗрет; чухӑна хӗрхенекене вара сӑвап пулать.
22
Аташса ҫӳрекенсем усал тӑваҫҫӗ, ырӑ ҫынсем вара ырӑ тӑваҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнаҫҫӗ. [Усал тӑвакансем ырӑлӑхпа тӳрӗлӗхе ӑнланмаҫҫӗ.]
23
Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур, пушӑ сӑмах ҫапни вара сиен ҫеҫ кӳрет.
24
Ӑслисен мухтавӗ — вӗсен пуянлӑхӗ, ухмаххисен пурлӑхӗ — ухмахлӑх.
25
Тӳрӗ кӳнтелен чунсене ҫӑлать, суя кӳнтелен суйса тултарать.
26
Ҫӳлхуҫаран хӑрани — шанчӑклӑ хӳтлӗх, Вӑл сана та, санӑн ывӑлусене те хунтӑлать.
27
Ҫӳлхуҫаран хӑрани — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, Вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.
28
Патшанӑн чапӗ — халӑхӗ йышлӑ пулни, халӑхӗ сахал пулни — патшанӑн инкекӗ.
29
Чӑтӑмлӑ ҫыннӑн ӑсӗ-тӑнӗ пысӑк, вӗчӗхекен ҫын вара хӑйӗн ӑссӑрлӑхне кӑтартать.
30
Кӑмӑл йӑваш пулсассӑн — ӳт те сывлӑхлӑ, ӑмсану вара — шӑмӑри ҫӗрӗк пекех.
31
Мӗскӗне хӗсекен ӑна Пултаракана хурлать; Ӑна хисеплекен вара ҫуклӑхпа асапланакана пулӑшать.
32
Йӗркесӗр ҫын усал ӗҫӗшӗн пӑрахӑҫа тухӗ, тӳрӗ ҫын вилнӗ чухне те шанса тӑрать.
33
Ӑслӑлӑх вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын чӗринче пурӑнать, хӑй пуррине вӑл ухмахсем хушшинче те палӑртать.
34
Тӳрӗлӗх халӑха ҫӗклет, ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫ вара халӑха хисепрен кӑларать.
35
Патша ӑслӑ-тӑнлӑ чурана кӑмӑллать, вӑл ирсӗр ӗҫ тӑвакана ҫилленет.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31