bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 17
Proverbs 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 18 →
1
Темӗн чухлӗ выльӑх пусса, анчах харкашса пурӑнакан кил-ҫуртран тип ҫӑкӑр татӑкӗпе тӑнӑҫлӑх аванрах.
2
Ӑслӑ чура тӑрлавсӑр ывӑла пуҫ пулать, унӑн тӑванӗсене тивекен еткерлӗхрен пай илет.
3
Шӑратмалли кӑмака — кӗмӗл валли, тимӗрҫӗ вучахӗ — ылтӑн валли, чӗрене вара Ҫӳлхуҫа тӗрӗслет.
4
Усал ҫын йӗркесӗр чӗлхе-ҫӑвара тӑнлать, суеҫӗ сӑтӑр тӑвакан чӗлхене итлет.
5
Мӗскӗне хӑртакан ӑна Пултаракана хурлать; ҫын инкекӗшӗн савӑнакан хаса курмасӑр юлмӗ; [хӗрхенекен кӑмӑллине вара каҫарӗҫ.]
6
Ваттисен пуҫкӑшӑлӗ — ывӑлӗсен ывӑлӗсем, ачисенӗн чапӗ — вӗсен ашшӗ-амӑшӗ. [Турра парӑннӑ ҫыннӑн — тӗнче тулли пуянлӑх, Турӑсӑр пурӑнаканӑн вара — вак укҫа та ҫук.]
7
Ӑссӑра ӑслӑн калаҫни килӗшмест, чыслӑ ҫынна суеҫтерсе калаҫни килӗшмест.
8
Парне вӑл — хаклӑ чул пекех, унӑн хуҫи пур ӗҫе те ӑнӑҫтарса пырать.
9
Юрату шыракан кӳренӗҫе асра тытмасть, айӑпа аса илтерсех тӑракан вара тусне ҫухатать.
10
Ӑнкаруллӑ ҫынна асӑрхаттарса калани ухмаха ҫӗр хут ҫапнинчен вӑйлӑрах пырса тивет.
11
Пӑтратса ҫӳрекен усаллине анчах шырать: ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ хаяр ангел ярӗҫ.
12
Ӑссӑр ҫыннӑн ӑссӑрлӑхӗпе тӗл пуличчен ҫурисемсӗр тӑрса юлнӑ упа амине тӗл пулни лайӑхрах.
13
Кам ырӑ ӗҫшӗн усалпа тавӑрать, ҫавӑн килӗнчен усал хӑпмасть.
14
Хирӗҫӳ пуҫламӑшӗ — пӗве татӑлса кайнӑ пек; хирӗҫсе хӗрсе кайиччен ӑна чарса ларт.
15
Усал ҫынна тӳрре кӑларакан та, тӳрӗ ҫынна айӑплакан та — вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх.
16
Ӑссӑр ҫын аллинчи мул мӗне кирлӗ-ха? Ӑслӑлӑх илме унӑн тӑнӗ ҫитмест. [Ҫуртне ҫӳллӗ лартакан ӳксе вилессе шырать; вӗренессинчен пӑрӑнакан вара инкеке кӗрсе ӳкет.]
17
Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет.
18
Ӑсран тайлӑк ҫын аллине тӑсса парать, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн ҫӑка кӗрет.
19
Харкашма юратакан ҫылӑха юратать, хапхине ҫӳллӗ тӑвакан ӳксе вилессе шырать.
20
Ултавлӑ чӗрелли ыррине тупаймасть, чее чӗлхелли инкеке лекет.
21
Ухмаха ҫуратакан хуйхӑ тупнӑ, ухмахӑн ашшӗ савӑнса кураймасть.
22
Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет.
23
Усал ҫын, тӳрӗ сутӑн ҫулне пӑсас тесе, хӗврен кӑларса паракан сӗреве йышӑнать.
24
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын Ӑслӑлӑх енне пӑхать, ӑссӑрӑн куҫӗ вара — ҫӗрӗн тепӗр вӗҫӗнче.
25
Ӑссӑр ывӑл — ашшӗне тарӑхтармӑш, амӑшне — кулянтармӑш.
26
Тӳрӗ ҫынна айӑплани те, пуҫлӑхсене тӳрӗлӗхшӗн хӗнени те аван мар.
27
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын сӑмах вылятмасть, ырӑ шухӑшлӑ ҫын хӗрсе каймасть.
28
Шарламан чухне ухмах та ӑслӑн курӑнма пултарать, ҫӑварне хупма пӗлекен те тӑнлӑ-пуҫлӑ пек курӑнать.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31