bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 16
Proverbs 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 17 →
1
Этем хӑй ӑшӗнче шухӑшне шухӑшлать те, анчах татса парасси Ҫӳлхуҫаран килет.
2
Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тасан курӑнать, анчах Ҫӳлхуҫа чуна тӗрӗслет.
3
Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ.
4
Ҫӳлхуҫа пӗтӗмпех Хӑй тӗллевӗпе тунӑ, усал ҫынна та хӗн-асап кунӗ валли усрать.
5
Кирек хӑш мӑнаҫлӑ ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх; шантарсах калама пулать: вӑл хаса курмасӑр юлмӗ. [Ырӑ ҫул пуҫламӑшӗ — тӳрӗ пурӑнасси; Турӑ умӗнче ҫакӑ парне кӳнинчен кӑмӑллӑрах. Ҫӳлхуҫана шыракан пӗлӳпе тӳрӗлӗх тупӗ; Ӑна чӑнласах шыракансем канӑҫлӑх тупӗҫ.]
6
Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать.
7
Ҫыннӑн ҫулӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулсассӑн, Вӑл унӑн тӑшманӗсене те унпа ҫураҫтарать.
8
Суя урлӑ нумай тупӑш иличчен вӑл сахал пултӑр та тӳрӗ ӗҫпе тупӑннӑ пултӑр.
9
Ҫын хӑй ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне шухӑшласа хурать, анчах унӑн утӑмӗсене Ҫӳлхуҫа йӗркелесе тӑрать.
10
Патша чӗлхи-ҫӑварӗнче — Турӑ пӗлтернӗ сӑмах; унӑн сутра чӗлхипе ҫылӑха кӗме юрамасть.
11
Тӗрӗс виҫе те, виҫе тараси те — Ҫӳлхуҫаран; хутаҫри кире пуканӗсем те — Унранах.
12
Йӗркесӗр ӗҫ — патшасемшӗн ирсӗрлӗх: патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе тытӑнса тӑрать.
13
Тӳрӗ чӗлхе-ҫӑвар патшашӑн кӑмӑллӑ, чӑннине калакана вӑл юратать.
14
Патша ҫилленни — вилӗм хыпарҫи; анчах ӑслӑ ҫын унӑн кӑмӑлне ҫавӑрать.
15
Патша ыррӑн пӑхни — пурӑнӑҫпа танах, вӑл кӑмӑллани — ҫурхи тулӑх ҫумӑр пек.
16
Ӑслӑлӑх пухни таса ылтӑн пухнинчен лайӑхрах, ӑс-хакӑл тупни таса кӗмӗл тупнинчен пахарах.
17
Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать.
18
Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать.
19
Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе тупӑш уйӑриччен йӑваш ҫынсемпе сапӑрлӑн пурӑнни лайӑхрах.
20
Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать, Ҫӳлхуҫана шанакан — телейлӗ.
21
Ӑслӑ чӗреллӗ ҫынна ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тейӗҫ, ҫепӗҫ чӗлхе те пӗлӳ хушать.
22
Ӑс пуррисен ӑс-хакӑлӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, ӑссӑррисен пӗлӗвӗ — ухмахлӑх.
23
Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри унӑн чӗлхине те ӑс кӳрет, ҫавӑн пек чӗлхе пӗлӗве ӳстерет.
24
Ҫепӗҫ чӗлхе вӑл — караслӑ пыл: вӑл чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ.
25
Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.
26
Ӗҫҫынни хӑйӗншӗн ӗҫлет: ӑна хӑйӗн пырӗ ҫапла тума хистет.
27
Чее ҫын усал ӗҫ тӗвӗлет, чӗлхи-ҫӑварӗ унӑн — вӗтелекен вут-ҫулӑм пек.
28
Ултавлӑ ҫын харкаштарса ярать, элек саракан — туссене уйӑрать.
29
Усал сунакан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӑсса ярать, ӑна ырӑ мар ҫул ҫине тӑма хӗтӗртет;
30
куҫне хӗсекен — ултавлӑх хатӗрлекен, шӑлне ҫыртсах усал ӗҫ тӑвать вӑл; [вӑл — хаярлӑх кӑмаки.]
31
Мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче.
32
Вӑрах тӳсӗмлӗ ҫын хӑюллинчен аванрах, хӑйне алӑра тытаканӗ хулана ҫӗнсе илекенрен лайӑхрах.
33
Хӗврен шӑпа туртаҫҫӗ, анчах мӗнле шӑпа тухасси пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫаран килет.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31