bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 19
Proverbs 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 20 →
1
Айӑпа кӗмесӗр пурӑнакан чухӑн ҫын суя чӗлхе-ҫӑварлӑ [пуянран], ҫитменнине тата ухмах ҫынран, лайӑхрах.
2
Чуна пӗлӳсӗр аван мар, васкаканӑн ури йӑнӑш пусать.
3
Ҫыннӑн ҫулне ӑссӑрлӑхӗ пӑсать, чӗри вара Ҫӳлхуҫана тарӑхать.
4
Пуянлӑх тус-юлташ йышне ӳстерет, чухӑна вара хӑйӗн тусӗ те пӑрахать.
5
Суя кӳнтелен айӑпланмасӑр юлмасть, улталаса калаҫакан ҫӑлӑнаймасть.
6
Нумайӑшӗ чаплӑ ҫынсене юрама тӑрӑшать, парне параканпа кирек кам та туслашать.
7
Чухӑна пур тӑванӗ те кураймасть, унран тусӗсем те пӑрӑнса каяҫҫӗ: калаҫасчӗ тесе вӗсем хыҫҫӑн чупать вӑл — калаҫакан та ҫук.
8
Кам ӑс пухать — ҫавӑ чунне юратать; кам тӑнпа пурӑнать, ҫавӑ ырӑлӑх тупать.
9
Суя кӳнтелен айӑпланмасӑр юлмасть, улталаса калаҫакан — тӗп пулать.
10
Ӑссӑра чаплӑлӑх килӗшмест, тарҫӑна чаплӑ ҫынсен хуҫи пулни килӗшмест.
11
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни.
12
Патша ҫилли — арӑслан тулхӑрни пек, ыркӑмӑллӑхӗ — курӑк ҫине ӳкекен сывлӑм пек.
13
Ӑссӑр ывӑл — ашшӗшӗн куляну вӑл, харкашакан арӑм — чарӑнмасӑр тумлакан тумла.
14
Кил-ҫуртпа пурлӑх — ашшӗ-амӑшӗнчен юлакан еткерлӗх, ӑслӑ-тӑнлӑ арӑм — Ҫӳлхуҫа панӑ еткер.
15
Наянлӑх ҫынна ыйхӑ чӑпти тӑвать, тимсӗр чун выҫӑпа асапланать.
16
Ӳкӗте уякан хӑйӗн чунне упрать, хӑйӗн ҫулӗшӗн тӑрӑшман ҫын — пӗтет.
17
Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать.
18
Тӳрленес шанӑҫӗ пур чухне ывӑлна ҫапкӑ парсах тӑр, анчах асту, вӗлерсе ан пӑрах ӑна.
19
Ҫилӗллӗ ҫынна хаса памаллах: хӗрхентӗн пулсан, кайран ӑна ытларах айӑплама тивет.
20
Ӳлӗмрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, канаш панине итле, питленине хапӑл пул.
21
Этем чӗринче ӗмӗчӗ-шухӑшӗ нумай та, анчах Ҫӳлхуҫа палӑртни ҫеҫ пурӑнӑҫланать.
22
Ҫыннӑн савӑнӑҫӗ — ырӑ туса пурӑнни, чухӑн ҫын ултавҫӑран аванрах.
23
Ҫӳлхуҫаран хӑрасассӑн чӗрӗ пулатӑн, ҫакӑ пулсассӑн этем яланах тулли кӑмӑллӑ, ӑна усал та тивеймӗ.
24
Наян хӑй аллине тирӗкех чикет, анчах ҫӑварӗ патне ҫӗклеме ӳркенет.
25
Сӗмсӗр ҫынна хаса патӑн пулсассӑн, айванни те ӑса кӗрӗ; ӑслӑ-тӑнлине питлерӗн пулсассӑн, вӑл мӗн ӳкӗтленине ӑнланӗ.
26
Ашшӗне ҫука хӑваракан, амӑшне хӑваласа кӑларакан — намӑса пӗлмен чыссӑр ывӑл.
27
Эй ывӑлӑм, ӑслӑ сӑмахран пӑрӑнма хистекенсене итлеме пӑрах эсӗ.
28
Ултавлӑ кӳнтелен сута мӑшкӑл тӑвать, йӗркесӗр ҫын суя-ултава апат пек ҫӑтать.
29
Мӑшкӑлҫӑ — сутран, ӑссӑр ҫын ҫан-ҫурӑмӗ ҫапкӑран иртеймӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31