bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 30
Proverbs 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 31 →
1
Агурӑн — Иакей ывӑлӗн — сӑмахӗ. Ҫакӑ ҫын Ифиила, Ифиила тата Укала акӑ мӗн пӗлтернӗ:
2
чӑнах, эпӗ пур ҫынран та айванрах, манӑн этем ӑсӗ-хакӑлӗ ҫук,
3
эпӗ ӑслӑлӑха вӗренеймерӗм, сӑваплӑ ҫынсем мӗн пӗлнине те пӗлместӗп.
4
Тӳпене кам улӑхса аннӑ? кам ҫиле ывӑҫласа тытнӑ? кам шыва тумтир аркине ҫыхса хунӑ? кам ҫӗр чиккисене лартса тухнӑ? унӑн ячӗ мӗнле? ун ывӑлӗн ячӗ мӗнле? пӗлетӗн-и?
5
Туррӑн кирек хӑш сӑмахӗ те таса; Вӑл — Хӑйне шанакансенӗн хулканӗ.
6
Вӑл хӑвна ан питлетӗр тесессӗн, суеҫӗ пулас темесессӗн, Турӑ сӑмахӗ ҫумне нимӗн те ан хуш.
7
Эпӗ Санран икӗ япала ыйтатӑп, хам виличчен эпӗ ыйтнине тивӗҫтерсемччӗ:
8
хӗвӗшӳрен, суя-ултавран хӑтар мана, чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана:
9
мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, «Ҫӳлхуҫа кам вӑл?» тесе каламалла ан пултӑр, ҫука юлса, вӑрламалла ан пултӑр, Туррӑмӑн ятне вырӑнсӑр асӑнмалла ан пултӑр.
10
Чурана хуҫийӗ умӗнче ан хурла: апла сана унӑн ылханӗ ҫитӗ, эсӗ айӑпа тӑрса юлӑн.
11
Хӑйӗн ашшӗне ылханакан, хӑйӗн амӑшне ырӑ сунман ӑру та пур.
12
Хӑйне хӑй таса тесе шутлакан, ҫав хушӑрах хӑйӗн ирсӗрлӗхӗнчен тасалман ӑру та пур.
13
Ҫавӑн пек ӑру та пур — ах, куҫӗсем епле мӑнаҫлӑ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫӳлелле авӑнаҫҫӗ!
14
Ҫӗр ҫинчи чухӑнсене, халӑхри кӗлмӗҫсене ҫиекен ӑру та пур: шӑлӗсем унӑн — хӗҫ, янах шӑммийӗсем — ҫӗҫӗ.
15
Сӗлӗхӗн — икӗ хӗр: «пар, пар!» Тӑранма пӗлменнисем — виҫҫӗ, тӑваттӑ та, вӗсем: «ҫитет!» темеҫҫӗ.
16
Акӑ вӗсем: тамӑк тата хӗсӗр арӑм варӗ, шыв сӑхса тӑранайми ҫӗр, «ҫитет!» теме пӗлмен вут-ҫулӑм.
17
Ашшӗнчен кулакан куҫа, амӑшне пӑхӑнман куҫа айлӑмри ҫӑхансем сӑхса кӑларӗҫ, ӑмӑрткайӑк чӗпписем ҫисе ярӗҫ!
18
Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп:
19
тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне.
20
Аскӑн арӑмӑн ҫулӗ вара ҫакӑн пек: ҫиет те, тутине шӑлса илет те — «эпӗ начарри нимӗн те тумарӑм» тет.
21
Виҫҫӗшне пула ҫӗр чӗтрет, вӑл тӑваттӑмӗшне те чӑтаймасть:
22
патшана ларнӑ чурана; тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиекен ухмаха;
23
качча тухнӑ намӑссӑр хӗрарӑма, хуҫа арӑмӗн вырӑнне йышӑнакан хӑрхӑма.
24
Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах:
25
кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ;
26
сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ;
27
хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ;
28
эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
29
Акӑ виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, тӑваттӑмӗшӗ харсӑррӑн утать:
30
арӑслан — вӑйлӑ чӗрчун, никама та ҫул памасть вӑл;
31
урхамах, [кӗтӳ ертӳҫи] качака таки тата ҫарӗ умӗнче пыракан патша.
32
Каппайланса ухмахла ӗҫ турӑн пулсассӑн, усал шухӑш тытрӑн пулсассӑн ҫӑварна аллупа хупла:
33
уйран уҫласассӑн ҫу ӳкнӗ пек, сӑмсаран чышсассӑн юн тухнӑ пек, ҫилӗ тӑвӑлсассӑн харкашу пуҫланать.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31