bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 18
Proverbs 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 19 →
1
Хӑй еккипе пурӑнакан хӑй кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каять, пӗр ӑслӑ канаша та йышӑнмасть.
2
Ӑссӑр ҫын пӗлӗве юратмасть, уншӑн пулсан — хӑйӗн ӑсне кӑтартса пултӑр.
3
Усал ҫын килет — унран йӗрӗнесси те килет, чыссӑрлӑх килет — ӑна хӑртасси те килет.
4
Ҫын каланӑ сӑмах — тарӑн шыв вӑл; ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ — вӗҫӗм юхакан юхӑм.
5
Тӳрӗ ҫынна сутра ҫапса хуҫасшӑн усал ҫын майлӑ пулни аван мар.
6
Ӑссӑрӑн чӗлхи вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа ярать, сӑмахӗсем хӗнесси патне илсе ҫитереҫҫӗ.
7
Ӑссӑрӑн чӗлхи ҫыннине хӑйнех пӗтерет, чӗлхи-ҫӑварӗ те — хӑй чунӗшӗн карнӑ серепе.
8
Элекҫӗ сӑмахӗсем — пылак ҫимӗҫ пек, вӗсем ӑшчикех кӗреҫҫӗ.
9
Тимсӗр ӗҫлекен ҫын — салатаканӑн тӑванӗ.
10
Ҫӳлхуҫа ячӗ — тӗреклӗ пашне: тӳрӗ ҫын ҫавӑнта тарса пытанать те — хӑтӑлать.
11
Пуяншӑн мул вӑл — тӗреклӗ хула пек, вӑл ӑна ҫӗнтерейми хӳме вырӑнне хурать.
12
Этем чӗри пӗтес умӗн мӑнаҫланса каять, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.
13
Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна.
14
Ҫыннӑн халсӑрлӑхне чунӗ тӳссе ирттерет; чунӗ хавшанӑ пулсассӑн, ӑна кам тӗрек парӗ?
15
Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳ пухать, тӑнлӑ ҫыннӑн хӑлхи те пӗлӳ шырать.
16
Парне пани ҫынна ҫул уҫса парать, аслӑ ҫынсем патне кӗме май парать.
17
Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать.
18
Шӑпа яни тавлашӑва чарать, вӑйлӑ хирӗҫтӑрансен тавӑҫне татса парать.
19
Вӗчӗллӗ тӑван — ҫӗнтерейми тӗреклӗ хула пек, тавлашу-хирӗҫӳ вара — хапха сӑлӑпӗ пек.
20
Этем хӑй чӗлхи-ҫӑварӗн ҫимӗҫӗпе тӑранать; чӗлхи мӗн тупать, ҫавӑнпа тӑранать вӑл.
21
Чӗлхе вӗлерме те, чӗрӗ хӑварма та пултарать, чӗлхипе туслисем унӑн ҫимӗҫне тутанӗҫ.
22
Кам ырӑ арӑм тупнӑ, ҫавӑ ырӑлӑх тупнӑ, Турӑран тивлет илнӗ. [Ырӑ арӑма хӑваласа яракан — хӑйӗн телейне хуса яракан; аскӑн арӑм тытса усракан — ӑссӑр та йӗркесӗр ҫын вӑл.]
23
Мӗскӗн ҫын йӑлӑнса калать, пуянни тӳрккес хуравлать.
24
Кам тус-юлташ тупасшӑн, унӑн хӑйӗн те туслӑ пурӑнма пӗлмелле;
25
хӑш тус тӑванран та ҫывӑхрах пулать.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31