bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 15
Proverbs 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 16 →
1
[Ҫилӗ ӑслӑ-тӑнлисене те пӗтерет.] Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать, кӳрентерекен сӑмах вара хаярлӑха вӑратать.
2
Ӑслисенӗн чӗлхи ырӑ пӗлӳ парать, ӑссӑррисенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ухмахлӑх тӑкать.
3
Йӑлтах Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче: вӑл усаллисене те, ыррисене те курать.
4
Йӑваш чӗлхе — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, чараксӑр чӗлхе вара чуна пӗтерет.
5
Ӑссӑрри ашшӗ вӗрентсе каланине уямасть; питленине тӑнлакан вара — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын; [тулли тӳрӗлӗхре пысӑк вӑй упранать, усал ҫынсем вара ҫӗр ҫинчен тӗппипех ҫухалӗҫ.]
6
Тӳрӗ ҫын килӗнче — иксӗлми пуянлӑх, усал ҫыннӑн вара тупӑшӗ те уссӑр.
7
Ӑслисенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пӗлӳ сарать, ӑссӑррисенӗн чӗри — апла мар.
8
Усал ҫынсен парнийӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет, тӳрӗ ҫынсен кӗллине Вӑл хапӑл тӑвать.
9
Усал ҫын ҫулӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет; Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыракана юратать.
10
Ҫултан пӑрӑнакана хаса ҫитӗ, питленине курайманни те тӗп пулӗ.
11
Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗр тӗпӗ те, Аваддон та уҫӑ — апла этем ывӑлӗсен чӗри пирки мӗн каламалли пур?
12
Аскӑн ҫын хӑйне питлекенсене юратмасть, ӑслисем патне те каймасть.
13
Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те хаваслӑ, кулянакан чӗре вара чуна хавшатать.
14
Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳшӗн ҫунать, ӑссӑррисем ухмахлӑхпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
15
Телейсӗр ҫыннӑн пур кунӗ те хурлӑхлӑ; савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв.
16
Ҫӗрме пуянлӑх пухса чӗтресе пурӑниччен Ҫӳлхуҫаран хӑраса сахаллипех ҫырлахни аванрах.
17
Юратса сӑйланӑ пахчаҫимӗҫ апачӗ кураймасӑр сӑйланӑ ашран — самӑртнӑ вӑкӑр ашӗнчен — аванрах.
18
Авӑк ҫын харкашу тапратать, тӳсӗмли вара хирӗҫӗве пусарать.
19
Наян ҫыннӑн ҫулне йӗплӗ курӑк пуснӑ, тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — тап-такӑр.
20
Ӑслӑ ывӑл ашшӗне савӑнтарать, ӑссӑр ывӑл хӑйӗн амӑшне те хисепе хумасть.
21
Ӑссӑрлӑх — ӑсран тайлӑк ҫыннӑн телейӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын вара тӳрӗ ҫулпа ҫӳрет.
22
Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать.
23
Пӗлсе хуравлани ҫынна хӑйне савӑнтарать, вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!
24
Аяла, ҫӗр тӗпне, ӳкесрен пӑрӑнмашкӑн ӑслӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫӳлелле улӑхать.
25
Мӑнаҫлӑ ҫынсен ҫуртне Ҫӳлхуҫа ҫука хӑварать, тӑлӑх арӑмӑн ана чиккине тӗреклӗлетет.
26
Усал ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ирсӗрлӗх, айӑпсӑррисен сӑмахӗсем — Ӑна кӑмӑллӑ.
27
Мула хапсӑнакан хӑйӗн кил-ҫуртне юхӑнтарать, парне-сӗрев панине курайман ҫын — пурӑнӗ.
28
Тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламаллине вӗрентет, усал ҫынсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ирсӗрри анчах тухать. [Тӳрӗ ҫынсен ҫулӗсем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ; вӗсем урлӑ тӑшмансем те туссем пулса каяҫҫӗ.]
29
Ҫӳлхуҫа усал ҫынсенчен аякра, анчах тӳрӗ ҫынсенӗн кӗллине илтет Вӑл.
30
Савӑк куҫ чуна савӑнтарать, ырӑ хыпар шӑмма-шакка тӗреклӗлетет.
31
Пурӑнма вӗрентнине тӑнлакан хӑлха — ӑслисем хушшинче вӑл.
32
Ӳкӗтленине йышӑнман ҫын хӑйӗн чунӗшӗн тӑрӑшмасть; питленине тӑнлаканӗ вара ӑс илет.
33
Турӑран хӑрани ӑслӑлӑха вӗрентет, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31