bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 21
Proverbs 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 22 →
1
Патша чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать.
2
Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тӳрӗ пек курӑнать; анчах Ҫӳлхуҫа чӗрене тӗрӗслет.
3
Тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе уяса пурӑнни Ҫӳлхуҫашӑн парне кӳнинчен юрӑхлӑрах.
4
Усал ҫынсем мӑнаҫлӑн пӑхнипе, мӑнкӑмӑллӑ чӗрипе палӑрса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ — ҫылӑх вӑл.
5
Тимлӗ ҫын тулӑх пурӑнма тӑрӑшать, хӗвӗшекен ҫын вара ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать.
6
Ултавлӑ чӗлхепе мул пухакан — ҫук япала хыҫҫӑн чупакан, вилӗм шыракан.
7
Усал ҫынсен пусмӑрӗ хӑйсенех пырса ҫапӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗлӗхрен сивӗннӗ.
8
Пӑсӑлнӑ ҫыннӑн ҫулӗ — кукӑр-макӑр ҫул; кам таса, унӑн ӗҫӗ те тӳрӗ.
9
Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен ҫурт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни лайӑхрах.
10
Йӗркесӗр ҫыннӑн чунӗ усал тӑвасшӑн: вӑл хӑйӗн тусне те хӗрхенес ҫук.
11
Сӗмсӗр ҫынна хаса парсассӑн, айванни те ӑса кӗрет; ӑслине тӑн парсассӑн — вӑл пӗлӳ туянать.
12
Тӳрӗ ҫын, усал ҫын килне сӑнаса, усал ҫынсем епле ҫылӑха кӗрсе ӳкнине курать.
13
Чухӑн ҫын ӳлесе йӗнӗ чухне хӑлхине хуплаканӗ хӑй те ӳлесе йӗрӗ, анчах илтекенӗ пулмӗ.
14
Вӑрттӑн парне ҫилле путарать, хӗве чиксе панӑ сӗрев хаярлӑха пусарать.
15
Тӳрӗ сута пӑхӑнни — тӳрӗ ҫыннӑн савӑнӑҫӗ, усал тӑвакансемшӗн вӑл — сехре хӑппи.
16
Ӑстӑн ҫулӗнчен аташса кайнӑ ҫын вилесен йышне хушӑнӗ.
17
Вӑййа-кулла юратакан ҫука тухать; эрехе тата ҫуллӑ ҫимӗҫе юратакан — пуяймӗ.
18
Тӳрӗ ҫыншӑн усал ҫын парса, тӳрӗ кӑмӑллишӗн ултавлӑ ҫын парса тӳлӗҫ.
19
Хаяр та чӑркӑш арӑмпа пурӑниччен пушхирте пурӑнни лайӑхрах.
20
Ӑмсантаракан мулпа ҫуллӑ ҫимӗҫ — ӑслӑ ҫын килӗнче вӑл, ӑссӑрри вара ҫакна салатса пӗтерет.
21
Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхе уяса пурӑнаканӗ пурӑнӑҫ та, тӳрӗлӗх те, мухтав та тупать.
22
Ӑслӑ ҫын паттӑрсен хулине пырса кӗрет те лешӗсем шанса тӑнӑ тӗреке аркатать.
23
Хӑйӗн чӗлхи-ҫӑварне астуса тӑракан хӑйӗн чунне инкекрен упрать.
24
Мӑнаҫлӑ усал ҫын — вӑл мӑшкӑлҫӑ ятлӑ — тӑвас тенине чарусӑрла мухтанса тӑвать.
25
Наяна ӗмӗтсӗрлӗхӗ пӗтерет — ӗнтӗ алли унӑн ӗҫрен ютшӑннӑ;
26
вӑл кирек хӑш кун та выҫӑхать, тӳрӗ ҫын вара парать — хӗрхенмест.
27
Усал ҫынсем кӳнӗ парне — ирсӗрлӗх, чееленсе кӳни вара — тата ирсӗртерех.
28
Суя кӳнтелен тӗп пулать, хӑй пӗлнине калаканӗ вара яланах калаҫӗ.
29
Усал ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те сӗмсӗр, йӗркеллӗ ҫын вара хӑйӗн ҫулӗпе ҫирӗп пырать.
30
Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр ӑслӑлӑх та, ӑс-хакӑл та, канаш та пулас ҫук.
31
Урхамаха вӑрҫӑ кунӗ валли хатӗрлеҫҫӗ, анчах та ҫӗнтерӳ Ҫӳлхуҫаран килет.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31