bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 25
Proverbs 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 26 →
1
Ҫакӑ — Соломон ытарӑшӗсем, вӗсене Езекиян, Иудея патшийӗн, ҫыннисем пухса упраса хӑварнӑ.
2
Турӑ мухтавӗ — ӗҫе вӑрттӑнлӑхпа витесси, патшасен мухтавӗ вара — вӑрттӑнлӑха уҫса парасси.
3
Патшасенӗн чӗри — тӳпе ҫӳллӗшӗ пек, ҫӗр тарӑнӑшӗ пек, — тӗпчесе ҫитереймӗн.
4
Кӗмӗле хутӑшран тасат та — кӗмӗл ӑстин савӑт пулса тухӗ;
5
усал ҫынна патша ҫумӗнчен уйӑр та — патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗ.
6
Патша умӗнче ан курнӑҫлан, аслӑ пуҫлӑх вырӑнне те ан тӑр:
7
куҫу курнӑ чаплӑ ҫын умӗнче сана кӗҫӗне ан хӑварччӑр, ун вырӑнне хӑвна: «кунта кил, ҫӳлерех хӑпар» тени аванрах.
8
Тавӑҫна васкавлӑн пуҫарса ан яр: кайран, хӑвӑнпа тупӑшаканӗ хӑвнах намӑса хӑварсассӑн, мӗн тӑвайӑн?
9
Эсӗ хӑвӑн тавӑҫна татса пама тӑрӑш, анчах тепӗр ҫын вӑрттӑнлӑхне ан пӗлтер:
10
ҫынни эсӗ пӗлтернине илтӗ те — вара сирӗлми намӑс курӑн. [Юратупа туслӑх ирӗке кӑлараҫҫӗ: ҫын мӑшкӑлӗ пулас мар тесессӗн, вӗсене упра; хӑвӑн ҫулусене юсавлӑ тыт.]
11
Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек.
12
Тимлӗ итлекен хӑлхашӑн ӑслӑ питлевҫӗ — ылтӑн алка, таса ылтӑнран ӑсталанӑ пек.
13
Шанчӑклӑ элчӗ хӑйне ӗҫпе яраканшӑн — вырма вӑхӑтӗнчи юр сулхӑнӗ пек: вӑл хӑй хуҫийӗн чунне савӑнӑҫ кӳрет.
14
Суя парнесемпе мухтанакан ҫын — ҫумӑрсӑр пӗлӗтпе ҫил пек.
15
Йӑваш ҫын аслӑ хуҫа кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫемҫе чӗлхе шӑмма тӗпретет.
16
Эсӗ пыл тупрӑн — тӑраниччен ҫи, ытлашши ҫисе хӑсса кӑлармалла ан пултӑр.
17
Тусу патне ытлашши тӑтӑш ан ҫӳре — апла вӑл санран йӑлӑхса ҫитӗ, сана курайми пулӗ.
18
Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хирӗҫ суя кӳнтелекен — тимӗр тукмакпа, хӗҫпе, вичкӗн ҫӗмренпе пӗрех.
19
Шанчӑксӑр [ҫынна] йывӑр кунра шанни — хуҫӑлнӑ шӑла, уксах урана шанниех.
20
Хуйха ӳкнӗ ҫынна юрӑ юрласа паракан — сивӗ кунра ҫири тумтирне сӳсе илекен пек, суран ҫине тӑвар сапакан пек. [Тумтире кӗве ҫинӗ пек, йывӑҫа шӗкӗ ҫинӗ пек, ҫын чӗрине хуйхӑ-суйхӑ ҫиет.]
21
Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — ӑна ҫӑкӑр ҫитер; унӑн ӗҫесси килет пулсассӑн — шыв ӗҫтер:
22
[ҫапла туса,] эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн, уншӑн сана Ҫӳлхуҫа тавӑрса парӗ.
23
Ҫурҫӗр ҫилӗ ҫумӑр ҫутарать, ултавлӑ чӗлхе кӑмӑлсӑррисен йышне хушать.
24
Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен пӳрт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни аванрах.
25
Аякран ҫитнӗ ырӑ хыпар — антӑхнӑ ӑша кантаракан сивӗ шывпа пӗрех.
26
Пӑтратнӑ ҫӑлкуҫӗ е вараланӑ ҫӑл мӗнле — усал ҫын умӗнче чӗтрекен тӳрӗ ҫын та ҫаплах.
27
Пыла нумай ҫини аван мар пулнӑ пек, мухтавшӑн хыпӑнса ҫӳрени те мухтавлӑ мар.
28
Хӑйне хӑй ҫирӗп тытма пултарайман ҫын — аркатса тӑкнӑ, хӳмесӗр юлнӑ хула евӗрлех.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31