bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 8
Proverbs 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 9 →
1
Ӑслӑлӑх чӗнет мар-и? ӑс-хакӑл сасси янӑрамасть-и?
2
Ӑслӑлӑх ҫӳллӗ вырӑна, ҫул хӗррине, ҫул юппине пырса тӑрать;
3
вӑл хулана кӗнӗ ҫӗрте, хапха умӗнче, алӑк патӗнче ӳкӗтлет:
4
«эй ҫынсем, эпӗ сире чӗнсе калатӑп, сассӑм этем ывӑлӗсене ӳкӗтлет!
5
Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр.
6
Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс:
7
чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр;
8
манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук;
9
ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс.
10
Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах:
11
ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть.
12
Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп.
13
Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп.
14
Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват.
15
Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ;
16
эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ.
17
Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать;
18
манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра;
19
манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах.
20
Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп:
21
ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
22
Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ;
23
эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ.
24
Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ.
25
Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ,
26
ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ.
27
Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех,
28
ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех,
29
шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ:
30
ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ,
31
Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ.
32
Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
33
Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр.
34
Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!
35
Мӗншӗн тесессӗн мана тупаканӗ пурӑнӑҫ тупнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫа тивлетне тивӗҫлӗ пулӗ;
36
мана хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗрекенӗ хӑйӗн чунне сиен кӳрӗ: мана курайманнисем пурте вилӗме юратаҫҫӗ».
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31