bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 6
Proverbs 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 7 →
1
Эй ывӑлӑм! ҫывӑх ҫыннушӑн ҫӑка кӗтӗн пулсассӑн, тепӗр ҫыншӑн алӑ патӑн пулсассӑн,
2
эсӗ ӗнтӗ хӑвна хӑвӑн сӑмахупа ҫыхса лартнӑ, хӑвӑн сӑмахупах тыткӑнланнӑ.
3
Ывӑлӑм, эсӗ ҫапла ту: хӑтар хӑвна — эсӗ ҫывӑх ҫыннун аллине ҫакланнӑ: кай, ури умне ӳксе тархасла ӑна;
4
куҫна хупма памасӑр, куҫ хупанкине тӗлӗрме памасӑр тӑрӑш;
5
ту качаки алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ пек, вӗҫен кайӑк кайӑкҫӑ аллинчен ҫӑлӑннӑ пек хӑтӑл.
6
Юлхав! кӑткӑ патне кай, вӑл мӗнле ӗҫленине курса ӑслӑлан.
7
Унӑн пуҫлӑхӗ те, ӗҫне пӑхса тӑраканӗ те, хушса тӑраканӗ те ҫук;
8
анчах вӑл ҫӑкӑрне ҫулла хатӗрлесе хӑварать, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ҫимине янтӑлать. [Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
9
Юлхав, хӑҫанччен ҫывӑрса-йӑваланса выртӑн-ши? хӑҫан ыйхунтан вӑранӑн-ши?
10
Тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн,
11
вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ. [Кахалланса пурӑнмасассӑн, ҫӑлкуҫ тапса тухнӑ пек, тырӑҫи ҫитсе тӑрӗ; юрлӑх санран аякка тарса кайӗ.]
12
Ултавҫӑ ҫыннӑн, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен суя кайма пӗлмест,
13
куҫне хӗссе илет, урипе тапса систерет, пӳрнисемпе паллӑ туса кӑтартать;
14
унӑн чӗринче ултав: вӑл кирек хӑҫан та усал ӗҫ тӗвӗлет, хирлешме хӗтӗртет.
15
Ҫавӑншӑн вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен тӗп пулӗ, сасартӑках аптӑраса ӳкӗ те — сывалаймӗ.
16
Акӑ Турӑ курайманни — улттӑ, ҫиччӗмӗшӗ Уншӑн — ирсӗрлӗх:
17
мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ,
18
усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура,
19
улталакан суя кӳнтелен, тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекен.
20
Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле;
21
вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.
22
Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ:
23
ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ;
24
вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.
25
Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр:
26
аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.
27
Кам та пулин, хӗвне кӑвар чиксе, кӗпине ҫунтармасӑр юлма пултарӗ-и?
28
Кам та пулин, шӗл-кӑвар ҫийӗн утса, урине пӗҫертмесӗр юлма пултарӗ-и?
29
Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.
30
Вӑрра каҫармаҫҫӗ, выҫӑхнипе чунне тӑрантармалӑх вӑрласассӑн та каҫармаҫҫӗ;
31
вӑрӑпа лексессӗн вара вӑл ҫичӗ хут ытларах тӳлет, килӗнчи пӗтӗм пурлӑхне парать.
32
Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет:
33
патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ,
34
мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл,
35
унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31