bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 20
Proverbs 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 21 →
1
Эрех — мӑшкӑллать, ҫиккер — кӑра та чарусӑр; вӗсене кӑмӑллакан кирек кам та — ӑссӑр.
2
Патшанӑн хаярлӑхӗ — арӑслан тулхӑрни пек: ӑна тарӑхтаракан хӑйне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.
3
Вӑрҫӑ-хирӗҫӳрен пӑрӑнни ҫынна хисеп кӳрет; ӑссӑрри вара кирек хӑшӗ те чӑркӑш.
4
Кахал ҫын хӗлле сухаламасть: апла тырӑҫи вӑхӑтӗнче нимӗн те тупаймӗ.
5
Этем чӗринчи ӗмӗт-шухӑш — тарӑн шыв, анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫавӑнтан та ӑса-ӑса илет.
6
Нумайӑшӗ ҫынна хӗрхенекен кӑмӑлӗшӗн мухтать, анчах тӳрӗ ҫынна тупайӑн-и?
7
Тӳрӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр пурӑнать: унран юлакан ачисем унӑн телейлӗ!
8
Патша сут тума ларать те — куҫӗпе пур усала та хӑваласа салатать.
9
«Эпӗ ӗнтӗ чӗреме тасатрӑм, эпӗ ҫылӑхран тасалтӑм» тесе калама кам пултарӗ?
10
Виҫнӗ — тӗрӗс мар виҫнӗ, сахаллине нумай пек кӑтартаҫҫӗ, иккӗшӗ те — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх.
11
Ача мӗнле ҫын пулассине, — ырӑ пулӗ-и вӑл, тӳрӗ-и, — вӑл мӗнле ӗҫе кӑмӑлланинчен те пӗлме пулать.
12
Илтекен хӑлха, куракан куҫ — ӑна та, кӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ.
13
Ҫывӑрма юратсассӑн — ҫуклӑха тӑрса юлӑн; куҫна ан хуп — вара тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗн.
14
«Япӑх, япӑх» тет тавар туянаканни, айккине пӑрӑнать те — мухтанать.
15
Ылтӑн пур, ӗнчӗ те нумай, анчах ӑслӑ чӗлхе-ҫӑвар пуринчен те хаклӑрах.
16
Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран аякран килнӗ ҫыншӑн та салук ил.
17
Тӳрӗ мар ӗҫпе тупӑннӑ ҫӑкӑр тутлӑ, анчах кайран ҫӑвар чуллӑ хӑйӑрпа тулса ларӗ.
18
Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет, вӑрҫӑ вӑрҫатӑн пулсассӑн канашласах тӑр.
19
Сӑмах сарса ҫӳрекен — вӑрттӑнлӑха уҫакан, карма ҫӑварпа ан явӑҫ.
20
Кам хӑйӗн ашшӗпе амӑшне хурлать, ҫавӑн ҫурти сӗм-сӗмлӗхре сӳнсе ларать.
21
Малтан васкаса ярса илнӗ еткерлӗх кайран пиллӗх илеймӗ.
22
«Усал тунӑшӑн тавӑрӑп» тесе ан кала; Ҫӳлхуҫана шан — Вӑл сана сыхласа хӑварӗ.
23
Тӗрӗс мар виҫе пуканӗсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх, тӗрӗс мар тараса та — ырӑ мар япала.
24
Утасса этем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе утать; этемӗн хӑйӗн ҫулне епле пӗлмелле-ши?
25
Васкаса тупа туни, кайран ҫеҫ каллӗ-маллӗ шухӑшлани — ҫыншӑн танатапа пӗрех вӑл.
26
Ӑслӑ патша усал ҫынсене сӑвӑрса уйӑрать, вӗсем ҫине кустӑрмаллӑ тӑпач кӗртсе ярать.
27
Этем чунӗ-чӗмӗ — Ҫӳлхуҫа ҫутаткӑҫӗ, вӑл чӗрене витӗрех ҫутатса тӗрӗслет.
28
Патшана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх сыхласа усрать, патшалӑхне вӑл хӑй ырӑ пулнипе хунтӑлать.
29
Яш ачасенӗн мухтавӗ — вӗсенӗн вӑйӗ-халӗ, ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ.
30
Суранпа ҫӗвӗк усал ҫынна тасатаҫҫӗ, ҫапкӑ этем ӑшчиккине тӳрлетет.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31