bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 31
Proverbs 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
1
Лемуил патша сӑмахӗ. Ӑна амӑшӗ акӑ епле вӗрентсе каланӑ:
2
мӗскер-ха, ывӑлӑм? варӑмра ӳтленсе ҫуралнӑ ывӑлӑм, мӗскер-ха? Турӑран ыйтса илнӗ ывӑлӑм, мӗскер-ха?
3
Хӑвӑн вӑйна хӗрарӑмсене, утас ҫулна патшасене пӗтерекен арӑмсене ан пар.
4
Патшасен мар ӗҫмелле эрехе, Лемуил, патшасен мар, ҫиккере те пуҫлӑхсен ӗҫмелле мар:
5
ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, вӗсем саккуна манса кайӗҫ, сутри ӗҫе пусмӑр тӳсекенсене хирӗҫ ҫавӑрса ярӗҫ.
6
Ҫиккере — вӑйран сулӑннӑ ҫынна, эрехе — чунӗ хуҫӑлнӑ ҫынна парӑр;
7
ӗҫтӗр те — ҫитмен пурӑнӑҫне манса кайтӑр, хӑйӗн асапне урӑх ан аса илтӗр.
8
Хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман йӑваш ҫыншӑн, тӑлӑх ачасемшӗн калаҫ.
9
Тӗрӗс сута хӳтӗлесе, чухӑнпа кӗлмӗҫе хунтӑласа калаҫ.
10
Ырӑ арӑм епле тупайӑн? вӑл ахах-мерченрен те хаклӑрах;
11
упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна, ун пек арӑмпа вӑл тӑкак курмӗ;
12
арӑмӗ ӑна ӗмӗрех ырӑ туса савӑнтарӗ, нихӑҫан та усал тумӗ.
13
Ҫӑмне те арлать вӑл, йӗтӗнне те татать, аллинчи ӗҫӗ вӗресе ҫеҫ тӑрать.
14
Вӑл, купса карапӗ пек, ҫӑкӑр-тӑварне инҫетрен тупса тӑрать.
15
Ҫутӑлман-ха — ӗнтӗ ура ҫинче вӑл, кил-йышӗ валли апат хатӗрлет, пурне те ҫитерет, хӗрарӑм тарҫӑсене ӗҫ парса тухать.
16
Пӗр-пӗр уй-хире куҫ хывать те — ӑна туянать; хӑйӗн вӑйӗпе иҫӗм пахчи лартса ӳстерет.
17
Пилӗкне хӑват ҫыхать, хул-ҫурӑмне тӗреклӗх кӳрет.
18
Ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнӑҫлӑ пулса пынине туять те — ҫутаткӑҫӗ унӑн ҫӗрле те сӳнмест.
19
Алли кӗнчеле арласшӑн хыпӑнать, пӳрни йӗке вӗҫӗнчен кая пӗлмест.
20
Ывӑҫӗ унӑн — чухӑншӑн уҫӑ, аллине пулӑшу кӗтекен енне тӑсать.
21
Хӑйӗн кил-йышне сивӗ тивесрен сыхлать: пур йышӗ икӗ хут тум тӑхӑнса ҫӳрет.
22
Вӑл килӗ валли вителӗк тӗртет; хӑйӗн ҫипуҫӗ — виссон та хӗрхӗлтӗм тум.
23
Унӑн упӑшкине хула хапхи умӗнче те пӗлеҫҫӗ: вӑл унта ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле ларать.
24
Вӑл кӗпе ҫӗлесе сутать, Финикия купсисене пиҫиххипе тивӗҫтерсе тӑрать.
25
Унӑн тумтирӗ — кӗрнеклӗх те илемлӗх, килес куна вӑл савӑнса хапӑллать.
26
Чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах, чӗлхи вӗҫӗнче — йӑвашшӑн вӗрентни.
27
Килӗнчи хуҫалӑхне пӗлсе тытса тӑрать, ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр ҫимест вӑл.
28
Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать:
29
«ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
30
Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ.
31
Тивӗҫлипе мухтавлӑр ӑна, унӑн ӗҫӗсене хула хапхийӗ умӗнче мухтаччӑр!
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31