bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 29
Proverbs 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 30 →
1
Питленӗшӗн кӑмӑлне хытарнӑ этем сасартӑках хуҫӑлса анӗ те — сывалаймӗ.
2
Тӳрӗ ҫынсем йышлӑланнӑ чухне халӑх савӑнать, усал ҫын асла тухсассӑн — халӑх йынӑшать.
3
Ӑслӑлӑха юратакан хӑйӗн ашшӗне савӑнтарать; аскӑн арӑмсемпе явӑҫакан пурлӑхне салатать.
4
Тӳрӗ сут тӑвакан патша ҫӗршыва ҫирӗплетет, парнене хапӑл тӑваканни ӑна юхӑнтарать.
5
Тусне йӑпӑлтатакан ҫын унӑн ури айне серепе карать.
6
Ҫылӑх — усал ҫыннӑн серепи, тӳрӗ ҫын вара савӑнать те хӗпӗртет.
7
Тӳрӗ ҫын чухӑнсен тавӑҫне тӑнлать, усал ҫын ӑнланма тӑрӑшмасть.
8
Аскӑнсем хулана пӑлхатаҫҫӗ, ӑслисем пӑлхава пусараҫҫӗ.
9
Ӑслӑ ҫын ухмахпа сутлашнӑ чухне лешӗ тарӑхать те, кулать те — ним йӗрки те ҫук.
10
Юнӑҫлӑ ҫынсем таса ҫынна кураймаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем вара ун пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
11
Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать.
12
Пуҫлӑх суя сӑмаха итлет пулсассӑн, ун таврашӗнчи ҫынсем — пурте усал ҫынсем.
13
Чухӑн ҫынпа пусмӑрҫӑн пӗрешкеллӗхӗ пур: ӑна та, кӑна та куҫ ҫути параканӗ — Ҫӳлхуҫа.
14
Патша чухӑнсене тӳррипе сут тӑвать пулсассӑн, унӑн аслӑ пуканӗ ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленет.
15
Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ; анчах япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать.
16
Усал ҫынсем хушӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫ хушӑнать; анчах тӳрӗ ҫынсем вӗсем пӗтнине курӗҫ.
17
Ывӑлна хаса пар, вара вӑл сана канӑҫлӑх кӳрӗ, чунна савӑнтарӗ, йӑпатӗ.
18
Ҫӳлтен пӗлтерни пулмасассӑн, халӑх — чарусӑр, саккуна уяса пурӑнаканӗ вара — телейлӗ.
19
Чурана сӑмахпа тӑна кӗртес ҫук: вӑл сӑмахне ӑнланать, анчах итлемест.
20
Сӑмаха шутламасӑр персе яракана курнӑ-и эсӗ? ӑна шаниччен ӑссӑра шанни вырӑнлӑрах.
21
Чурана ачаранах ачаш пӑхса ӳстерсессӗн, пурӑна киле вӑл санӑн ывӑлу пулас тейӗ.
22
Хаяр ҫын харкашу тапратать, авӑк ҫын нумай ҫылӑх тӑвать.
23
Мӑнаҫлӑх ҫынна кӗҫӗне хӑварать, йӑваш чунлӑ ҫын чыс курать.
24
Вӑрӑпа туслашакан хӑйӗн чунне кураймасть; ылханнине илтет вӑл, анчах ӑна ыттисене пӗлтермест.
25
Ҫынсенчен хӑрани — серепе карни; Ҫӳлхуҫана шанакан вара хӑрамасӑр пурӑнать.
26
Нумайӑшӗ пуҫлӑхӑн ырӑ кӑмӑлне кӗтет, анчах этемӗн шӑпи Ҫӳлхуҫаран килет.
27
Усал ҫын — тӳрӗ ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх, усал ҫыншӑн ирсӗрри — тӳрӗ ҫулпа пыраканни.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31