bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 28
Proverbs 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 29 →
1
Ҫылӑхли хӑйне никам хӑваламан чухне те тарать; тӳрӗ ҫын вара арӑслан пекех хӑюллӑ.
2
Патшалӑх йӗркерен тухсассӑн, унта пуҫлӑх йышланса каять; патши ӑслӑ-тӑнлӑ та пӗлӳллӗ пулсассӑн, патшалӑхӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулать.
3
Мӗскӗнсене хӗсӗрлекен чухӑн ҫын — тырра ҫапса каякан шалкӑм ҫумӑр пекех.
4
Саккуна маннисем усал ҫынсене мухтаҫҫӗ, саккуна уяса пурӑнакансем вара вӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.
5
Усал ҫынсем тӗрӗслӗхе ӑнланмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫана шыракансем йӑлтах ӑнланаҫҫӗ.
6
Айӑпа кӗмесӗр пурӑнакан чухӑн ҫын хӑйӗн ҫулне пӑсакан пуянран аванрах.
7
Саккуна пӑхӑнакан — ӑслӑ ывӑл, салатса пурӑнакансемпе явӑҫаканни вара — ашшӗне намӑса хӑварать.
8
Усламла кивҫен парса пурлӑх хушакан хӑйӗн мулне чухӑнсене пулӑшакан валли пуҫтарать.
9
Кам саккун сӑмахӗсене итлеме хӑлхине таймасть, ҫавӑн кӗлли те — ирсӗрлӗх.
10
Тӳрӗ ҫынна усал ҫул ҫине тӑма астаракан хӑй шӑтӑкнех кӗрсе ӳкӗ, айӑпсӑр ҫынна ырӑлӑх тивӗ.
11
Пуян ҫын хӑйне хӑй ӑсчах тесе шутлать, анчах ӑслӑ чухӑн вӑл кам пулнине ӑнланать.
12
Тӳрӗ ҫынсем асла тухсассӑн — аслӑ мухтав; ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ.
13
Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ.
14
Яланах Турӑран хӑраса тӑракан — телейлӗ; хӑйӗн чӗрине хаярлатакан вара — инкеке лекет.
15
Чухӑн халӑхшӑн усал аслӑ пуҫлӑх — мӗкӗрекен арӑслан пек, выҫӑ упа пек.
16
Ӑссӑр пуҫлӑх нумай хӗсӗрлет, мулшӑн ҫуннине курайман ҫын — ӗмӗрне тӑсать.
17
Ҫын юнне тӑкнӑшӑн айӑплӑ этем — хӑйне кам та пулин ярса ан тыттӑр тесе — масар шӑтӑкне кӗричченех тарса ҫӳрет.
18
Айӑпсӑр ҫӳрекен ҫын тӗрӗс-тӗкел пулӗ; кукӑр ҫулсемпе ҫӳрекен вара пӗр ҫулӗ ҫине кайса ӳкӗ.
19
Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать, ҫил хӑвалакансем хыҫҫӑн каякан — ҫуклӑхпа тӑранакан.
20
Шанчӑклӑ ҫын пиллӗхпе пуян; пуйма васкакан вара — хаса курмасӑр юлмӗ.
21
Ҫыннине кура юрама тӑрӑшни — начар япала: ун пек ҫын пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн та усал ӗҫ тӑвать.
22
Ӑмсанакан ҫын пуйма васкать, хӑйне ҫук пурӑнӑҫ ҫитесси ҫинчен шухӑшламасть.
23
Ҫынна тӗрӗс питлекене каярахпа йӑпӑлти чӗлхеллӗ ҫынран ытларах хапӑл тӑвӗҫ.
24
Ашшӗпе амӑшне ҫаратса пурӑнакан, «ку вӑл ҫылӑх мар-ха» тесе калакан — вӑрӑ-хурахпа пӗр каварлӑ.
25
Мӑнаҫлӑ ҫын харкашу пуҫарать, Ҫӳлхуҫана шанса тӑракан — ырӑ курать.
26
Хӑйне хӑй шанакан — ӑссӑр ҫын; ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрекен — чӗрӗ юлать.
27
Кӗлмӗҫе паракан ҫука юлмасть; курманҫи тӑвакан ҫинче вара — пысӑк ылхан.
28
Ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, вӗсем ӳксессӗн — тӳрӗ ҫынсем йышлӑланаҫҫӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31