bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 12
Proverbs 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 13 →
1
Кам ӑса вӗрентнине юратать, ҫавӑ пӗлӗве юратать; кам питленине кураймасть, ҫавӑ ӑссӑр ҫын.
2
Ырӑ ҫын Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулать, ултавлӑ ҫынна Вӑл айӑпа хӑварать.
3
Саккуна уяман ҫын тытӑнса тӑраймӗ; тӳрӗ ҫынсенӗн тымарӗ вара хускалмасть.
4
Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек.
5
Тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ-шухӑшӗ — тӳрӗлӗх, усал ҫынсенӗн тӗллевӗ — хаяр чеелӗх.
6
Усал ҫынсен сӑмахӗсем — юн тӑкма пытанса ларниех, тӳрӗ ҫынсенӗн сӑмахӗсем — ҫӑлакан сӑмахсем.
7
Йӗркесӗр ҫынна инкек тӗкӗнтӗр-ха — вӑл ҫук та, тӳрӗ ҫын ҫурчӗ вара унчченхи пекех ларать.
8
Ҫынна ӑсне кура мухтаҫҫӗ, чӗрипе пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнеҫҫӗ.
9
Хӑйне чапа хуракан, анчах выҫӑ ларакан ҫынран хӑй ӗҫӗпе тӑранса пурӑнакан ахаль ҫын лайӑхрах.
10
Тӳрӗ ҫын хӑй выльӑх-чӗрлӗхне те хӗрхенет, усал ҫын вара — хытӑ чӗреллӗ.
11
Хӑй ҫӗрне ӗҫлесе тӑракан тутӑ пулать; ӗҫсӗр ҫынсем хыҫҫӑн каякан — ӑсран тайлӑк. [Эрех ӗҫсе вӑхӑта ирттерекен — хӑй килне чыссӑра кӑларакан.]
12
Усал ҫын усаллӑх серепине ҫаклатма ӗмӗтленет; тӳрӗ ҫынсен тымарӗ вара хунав ярать.
13
Усал ҫын хӑй чӗлхин ҫылӑхӗпех чӑлханса ӳкет; тӳрӗ ҫын вара инкекрен хӑтӑлать. [Йӑваш куҫпа пӑхакана каҫарӗҫ, хапха анинче тӗл пулакан вара чунсене хурлантарать.]
14
Этем ырӑ сӑмахсен ҫимӗҫӗпе тӑранать, ҫынна ӗҫне кура тавӑрса парӗҫ.
15
Ӑссӑр ҫын хӑй ҫулне тӳрӗ тесе шутлать; канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын.
16
Ӑссӑр ҫыннӑн ҫилли ҫийӗнчех курӑнать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑй кӳреннине палӑртмасть.
17
Хӑй пӗлнине калакан тӳррине калать; суя кӳнтелен сӑмахӗ — ултавлӑ.
18
Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет.
19
Тӗрӗс сӑмах — ӗмӗрлӗхе, суя сӑмах — самантлӑх.
20
Усал шухӑшлӑ ҫынсен чӗринче — ултавлӑх, тӑнӑҫлӑх кӳрекен ҫынсенӗн чӗринче — савӑнӑҫ.
21
Тӳрӗ ҫынна нимӗнле усал та пулмӗ, йӗркесӗр ҫынсенче — туп-тулли усаллӑх.
22
Ҫӳлхуҫа ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвартан йӗрӗнет, Вӑл тӳррине калакана кӑмӑллать.
23
Чипер ӑспуҫлӑ ҫын хӑй пӗлнине пытарать, ухмаххисен чӗри хӑй ухмахлӑхне кӑтартать.
24
Тимлесе ӗҫлекенӗн алли хуҫа пулӗ, кахал алли чуралӑха лекӗ.
25
Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать.
26
Тӳрӗ ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ҫул кӑтартать, усал ҫынсен ҫулӗ ӑна аташтарса ярать.
27
Кахал тупӑш кураймӗ; ӗҫчен ҫын вара ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнать.
28
Тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче — пурӑнӑҫ, унӑн сукмакӗ ҫинче вилӗм ҫук.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31