bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 26
Proverbs 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 27 →
1
Ҫулла юр, вырма вӑхӑтӗнче ҫумӑр ҫуни килӗшмен пек, ӑссӑра та чап-хисеп килӗшмест.
2
Ҫерҫи пӑрр вӗҫсе тарнӑ пек, чӗкеҫ вӑрр вӗҫсе кайнӑ пек, нарастаран ылханни те айккипе иртсе каять.
3
Лашана пушӑ кирлӗ, ашака — ҫӑварлӑх, патак вара — ухмахсене кирлӗ.
4
Ӑссӑра ӑссӑрла ан хуравла — унпа пӗр шайра пуласран сыхлан;
5
ӑссӑра ӑссӑрлӑхне кура хуравла — вӑл хӑйне хӑй ӑслӑ ҫын вырӑнне ан хутӑр.
6
Хыпар ҫитерме ӑссӑра шанакан — хӑйӗн урине касса суранлатать, инкек тӳсет.
7
Уксахӑн урисем пӗр тан ҫӗкленеймеҫҫӗ, ӑссӑрӑн ытарӑшӗ те ҫавах.
8
Ӑссӑра чыс кӑтартакан — чулравне ахаль чул вырӑнне ахах-мерчен хуракан.
9
Ӑссӑрсен ҫӑварӗнчи ытарӑш — ӳсӗр ҫын аллинчи йӗплӗ кӳкен туратти пек.
10
Куҫ тӗлне пулнӑ ӑссӑра ӗҫе илекен — йӗркипех амантакан тӗкӗрҫӗ пек.
11
Йытӑ хӑйӗн хӑсӑкӗ патне таврӑннӑ пек, ӑссӑр та ӑссӑрлӑхне тусах тӑрать.
12
Хӑйне хӑй ӑслӑ тесе шутлакана курнӑ-и эсӗ? Ӑна шаниччен ӑссӑра шанни вырӑнлӑрах.
13
Наян калать: «ҫул ҫинче арӑслан! урам тӑваткӑлӗнче те арӑслан!» тет.
14
Алӑк хӑйӗн тӑпсийӗ ҫинче, наян хӑй выртан вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнать.
15
Наян хӑйӗн аллине тирӗкех чикет те — аллине ҫӑварӗ патне илсе пыма ӳркенет.
16
Наян вӑл хӑйне хӑй шухӑшласа хуравлакан ҫичӗ ҫынран та ӑслӑрах тесе шутлать.
17
Иртсе пынӑ май ҫынсен харкашӑвне хутшӑнакан — йытта хӑлхинчен туртакан.
18
Хӑйӗн тусне вӑрттӑн сиен туса, кайран: «эпӗ шӳт турӑм ҫеҫ» тесе калакан — ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр курӑнса, вут-кӑварпа, ҫӗмренпе, вилӗмпе вылякан.
20
Вутӑ ҫук ҫӗрте кӑвар сӳнет, элекҫӗ ҫук ҫӗрте хирӗҫӳ лӑпланать.
21
Кӑвар — хӗрӳлӗх валли, вутӑ — ҫунтарма, чӑркӑш ҫын вара — харкаштарса яма.
22
Элекҫӗ сӑмахӗсем — пылак ҫимӗҫ пек, вӗсем ӑшчикех кӗрсе каяҫҫӗ.
23
Хӗрӳллӗ чӗлхе-ҫӑварпа усал чӗре — тасатман кӗмӗлпе кӗмӗлленӗ тӑм савӑт пекех.
24
Чӗлхи-ҫӑварӗпе тӑшман ыррӑн курӑнать, ӑшӗнче вара чее ултав тӗвӗлет.
25
Вӑл ачаш сасӑпа калаҫсассӑн та, ан ӗнен ӑна: унӑн чӗринче — ҫичӗ тӗрлӗ ирсӗрлӗх.
26
Иккӗн чухне курайманлӑхӗ сисӗнсех каймасть пулсассӑн, унӑн хаярлӑхӗ халӑх ҫинче уҫӑлса каять.
27
Шӑтӑк алтаканӗ унта хӑех кӗрсе ӳкет, кам чула ҫӳлелле кустарать, чулӗ кайран ун патнех таврӑнать.
28
Суя чӗлхе хӑй йӗплекенсене кураймасть, йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑвар вара инкек-синкек хатӗрлет.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31