bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 22
Proverbs 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 23 →
1
Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах, ырӑ мухтав кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах.
2
Пуянпа чухӑн пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ: ӑна та, кӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ.
3
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.
4
Йӑвашланнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран хӑрасси, пуянлӑх, мухтав тата пурӑнӑҫ килет.
5
Ултавҫӑ ҫулӗ ҫинче — йӗплӗ хулӑпа серепе: кам хӑйӗн чунне упрать — вӗсенчен айккинелле пӑрӑнать.
6
Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ.
7
Пуян ҫын чухӑн хуҫи пулать, парӑмлӑ ҫын кивҫен параканӑн чури пулса тӑрать.
8
Тӗрӗсмарлӑх акаканӗ инкек вырса илет, ун хаярлӑхӗн туйи арканӗ. [Ырӑ кӑмӑлпа паракана Турӑ юратать, ун ӗҫӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерет.]
9
Хӗрхенекен кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн кӗлмӗҫе хӑйӗн ҫӑкӑрне парать. [Парне паракан ҫӗнтерет, хисеп илет, вӑл парне илекенӗсен чунне те тыткӑнлать.]
10
Сӗмсӗр ҫынна хӑваласа яр та — харкашу та путланӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ та чарӑнӗ.
11
Чун тасалӑхне юратакан, кӑмӑллӑ калаҫакан патшана ҫывӑх пулӗ.
12
Ҫӳлхуҫа куҫӗ пӗлӗве сыхласа тӑрать, Вӑл саккуна пӑсаканӑн сӑмахне аркатать.
13
Наян ҫын: «урамра арӑслан! пӳртрен тухсанах вӗлерӗҫ мана!» теет.
14
Аскӑн арӑмсен ҫӑварӗ — тӗпсӗр шӑтӑк: Ҫӳлхуҫа кама ҫилленет, унта ҫавӑ кӗрсе ӳкет.
15
Яш ачан чӗрине ухмахлӑх ҫулӑхнӑ, ӑна ӗнтӗ ӑса кӗртекен хулӑ хӑваласа ярӗ.
16
Кам хӑйӗн пурлӑхне ӳстересшӗн кӗлмӗҫе кӳрентерет, кам тата пуян ҫынна парать — ҫавӑ чухӑна юлать.
17
Ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне хӑлхуна тайса итле, эпӗ вӗрентнине пӗтӗм чӗрӳпе тӑнла:
18
вӗсене чӗрере тытма питех те савӑклӑ, вӗсем чӗлхӳ вӗҫӗнчех пулччӑр.
19
Эпӗ сана паян та вӗрентетӗп: асту — Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн.
20
Сана чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентес тесе, эсӗ хӑвӑн пуҫлӑхусене хуравлама пултартӑр тесе, эпӗ сана канаш парса, ӑс вӗрентсе вӑтӑр каларӑш ҫырса яманччӗ-и-ха?
22
Чухӑна ан ҫарат: вӑл ахаль те чухӑн, хапха умӗнчи мӗскӗне те ан кӳрентер,
23
мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫне Ҫӳлхуҫа хутшӑнать, вӗсене ҫаратакансенӗн чунне кӑларать.
24
Ҫилӗллӗ ҫынпа ан туслаш, кӑра ҫынпа та ан хутшӑн:
25
санӑн унӑн ҫулӗпе утма вӗренмелле ан пултӑр, чунна мӑйкӑчламалла ан пултӑр.
26
Ҫын парӑмӗшӗн ҫӑка кӗрсе алӑ паракан ҫын пек ан пул:
27
тӳлесе татма нимӗн те ҫук пулсассӑн, айӑнти тӳшекне те туртса илӗҫ!
28
Аҫусем лартнӑ авалхи чикке вырӑнтан ан куҫар.
29
Хӑйӗн ӗҫне ӑстайлӑн тӑвакан ҫынна курнӑ-и эсӗ? Вӑл патша умӗнче тӑрӗ, вӑл ахаль ҫын умӗнче тӑмӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31