bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Proverbs 27
Proverbs 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 28 →
1
Ыранхи кунпа ан мухтан: вӑл кун мӗн парасса пӗлместӗн.
2
Сана хӑвӑн ҫӑвару мар, урӑххи мухтатӑр, хӑвӑн чӗлхӳ мар, ют чӗлхе мухтатӑр.
3
Чул йывӑр, хӑйӑр та сулмаклӑ; ӑссӑрӑн ҫилли вара иккӗшӗнчен те йывӑртарах.
4
Ҫилӗ — кӑра, хаярлӑх — чарусӑр; анчах кӗвӗҫӳ умӗнче кам тӳссе тӑрайтӑр?
5
Уҫҫӑн питлекен нимӗн чӗнмесӗр тӑракан тусран лайӑхрах.
6
Юратакан ӳпкелени — чун-чӗререн, курайман ҫын чуптуни — суя.
7
Тутӑ ҫын пыл карасне те таптать, выҫӑ ҫынна вара йӳҫҫи те пылаккӑн туйӑнать.
8
Тӑван кӗтесне пӑрахса каякан ҫын — хӑй йӑвинчен сивӗннӗ кайӑк пек.
9
Паха сӗрӗш тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрни чӗрене савӑнӑҫ кӳрет; чун-чӗререн канаш паракан тус ҫапла кӑмӑла ҫемҫетет.
10
Хӑвӑн тусна та, аҫу тусне те ан пӑрах, инкек-синкек пулсассӑн — тӑвану килне ан кай: ҫывӑхри кӳршӗ аякри тӑванран лайӑхрах.
11
Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ.
12
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ.
13
Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекенрен кӗпине саклата ил; унран ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗшӗн те салук ил.
14
Кам хӑйӗн тусне ир-ирех кӑшкӑрса мухтать, ҫавна усал сунакансен шутне кӗртеҫҫӗ.
15
Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр:
16
ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.
17
Тимӗре тимӗр, ҫынна ҫын хӑйрать.
18
Смоква йывӑҫне пӑхаканӗ унӑн ҫимӗҫне ҫийӗ, хӑйӗн хуҫине упраканӗ хисепре пулӗ.
19
Шыв ҫине ӳкнӗ сӑн чӑн сӑнӗпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ пек, этем чӗри те тепӗрин чӗринче курӑнать.
20
Ҫӗр тӗпӗпе Аваддон тӑранмаҫҫӗ; этем куҫӗсем те, ҫавсем пекех, тӑрана пӗлмеҫҫӗ. [Куҫӗпе чӑрсӑррӑн пӑхакан — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх, чӗлхине чарма пӗлменни вара — ӑссӑр-тӑнсӑр.]
21
Шӑратмалли кӑмака — кӗмӗл валли, тимӗрҫӗ вучахӗ — ылтӑн валли, мухтакан чӗлхе-ҫӑвар — этем валли. [Саккуна уяман ҫыннӑн чӗри усаллӑх шырать, тӳрӗ чӗре пӗлӳ шырать.]
22
Ӑссӑра тырӑпа пӗрле килӗре кисӗппе тӳсессӗн те, унран ӑссӑрлӑхӗ уйӑрӑлмасть.
23
Выльӑх-чӗрлӗхне лайӑх пӑх, кӗтӗвӳсене аван усра:
24
пуянлӑх вӑл — ӗмӗрлӗхе мар, пурлӑх та йӑхран йӑха куҫать-им?
25
Курӑк типсе ларнӑччӗ — ҫӗнӗ курӑк тапса тухрӗ, сӑрт-ту ҫинче ҫаран ҫулаҫҫӗ.
26
Сурӑхусем — тумтирӳ валли, качака путеккисем — уй-хир туянма.
27
Качака сӗчӗ хӑвна та, кил-йышна та ҫителӗклӗ пулӗ, хӗрарӑм тарҫусем те тутӑ пулӗҫ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31