bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 1
Numbers 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 2 →
1
Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр:
3
Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр;
4
сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.
5
Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ;
6
Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ;
7
Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ;
8
Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ;
9
Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ;
10
Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ;
11
Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ;
12
Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ;
13
Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ;
14
Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ;
15
Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.
16
Вӗсем — халӑх хушшинчи чи сумлӑ арсем, хӑйсен ашшӗсенӗн йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, Израилӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсем, тенӗ.
17
Вара Моисейпе Аарон ятран каласа тухнӑ ҫав ҫынсене илнӗ те
18
иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче] вӗсем пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ. Ҫыннисем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх пӗтӗмпе каласа панӑ, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем миҫе ҫын пулнине пӗлтернӗ,
19
ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ. Моисей вӗсене Синай пушхирӗнче шутласа тухнӑ.
20
Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
21
Рувим кӑкӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
22
Симеон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
23
Симеон кӑкӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын пулнӑ.
24
Гад ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
25
Гад кӑкӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.
26
Иуда ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
27
Иуда кӑкӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулнӑ.
28
Иссахар ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
29
Иссахар кӑкӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
30
Завулон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
31
Завулон кӑкӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
32
Иосиф ывӑлӗсене, Ефрем ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
33
Ефрем кӑкӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
34
Манассия ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
35
Манассия кӑкӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ.
36
Вениамин ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
37
Вениамин кӑкӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
38
Дан ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
39
Дан кӑкӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын пулнӑ.
40
Асир ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
41
Асир кӑкӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
42
Неффалим ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
43
Неффалим кӑкӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
44
Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем — вуникӗ ҫын, кашни йӑхран пӗрер ҫын — шутласа тухса шута кӗртнӗ ҫынсем ҫаксем ӗнтӗ.
45
Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса пӗтӗмпе шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем,
46
шута илнисем, Израиль халӑхӗн мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.
47
Левитсене вара ашшӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухман, ҫав шута кӗртмен.
48
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
49
Левий йӑхне ҫеҫ шута ан ил, вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ан шутла;
50
Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ун таврашӗнче мӗн пуррине пурне те левитсен аллине пар; вӗсем кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳреччӗр, ун таврашӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, хӑйсен тапӑрне те ун ҫывӑхне лартса тухчӑр;
51
кӗлӗ чатӑрне куҫарса каймалла пулсассӑн та, ӑна левитсем ҫӗклеччӗр; кӗлӗ чатӑрне лартмалла пулсассӑн та, ӑна каллех левитсем лартчӑр; кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
52
Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйсен тапӑрне ларса тухмалла, хӑйсен ялавӗ ҫумӗнче, хӑйсен ҫарӗпе пӗрле пулмалла;
53
Израиль ывӑлӗсен халӑхне ҫилленни ан пултӑр тесе, левитсем хӑйсен тапӑрне Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне лартмалла; ҫапла вара левитсем яланах Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхласа тӑрӗҫ, тенӗ.
54
Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та вӗсем.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36