bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 7
Numbers 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 8 →
1
Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн,
2
унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ,
3
вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
4
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
5
ил вӗсенчен; кусем пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ; левитсем тумалли ӗҫсем мӗнлине кура ҫакна вӗсене пар, тенӗ.
6
Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ:
7
икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ;
8
Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ;
9
Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле.
10
Пуҫлӑхсем, парне вырӑнне ҫу сӗрсе, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмелли кун памалли парнесем илсе пынӑ, хӑйсен парнисене вӗсем парне вырӑнӗ умне тӑратнӑ.
11
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн кунсерен пӗрер пуҫлӑх парне кӳрсе тӑтӑр, тенӗ.
12
Пӗрремӗш кунне хӑйӗн парнине Наассон, Иуда йӑхӗнчи Аминадав ывӑлӗ, кӳнӗ;
13
вӑл кӳнӗ парнесем ҫаксем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
14
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
15
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
16
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
17
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Наассон, Аминадав ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
18
Иккӗмӗш кунне Нафанаил — Цуар ывӑлӗ, Иссахар [йӑхӗн] пуҫлӑхӗ — илсе пынӑ;
19
вӑл хӑй ятӗнчен ҫак парнесене илсе пынӑ: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
20
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
21
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
22
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
23
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
24
Виҫҫӗмӗш кунне Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
25
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
26
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
27
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
28
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
29
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиав, Хелон ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
30
Тӑваттӑмӗш кунне Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
31
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
32
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
33
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
34
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
35
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елицур, Шедеур ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
36
Пиллӗкӗмӗш кунне Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
37
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
38
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
39
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
40
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
41
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
42
Улттӑмӗш кунне Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
43
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
44
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
45
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
46
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
47
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
48
Ҫиччӗмӗш кунне Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, парне кӳнӗ.
49
Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
50
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
51
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
52
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
53
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
54
Саккӑрмӗш кунне Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, парне кӳнӗ.
55
Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
56
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
57
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
58
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
59
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
60
Тӑххӑрмӗш кунне Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
61
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
62
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
63
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
64
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
65
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
66
Вуннӑмӗш кунне Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
67
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
68
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
69
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
70
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
71
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
72
Вунпӗрмӗш кунне Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
73
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
74
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
75
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
76
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
77
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Пагиил, Охран ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
78
Вуниккӗмӗш кунне Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, парне кӳнӗ;
79
вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ,
80
тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч,
81
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек,
82
ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки
83
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахира, Енан ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
84
Парне вырӑнне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ кун Израиль пуҫлӑхӗсем кӳнӗ парнесем ҫаксем: вуникӗ кӗмӗл тирӗк, вуникӗ кӗмӗл курка, вуникӗ ылтӑн тӗтӗркӗч;
85
кашни тирӗкре ҫӗр вӑтӑршар сикль кӗмӗл, кашни куркара ҫитмӗлшер сикль кӗмӗл: апла таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫакӑ савӑтсенче мӗнпурӗ икӗ пин те тӑватҫӗр сикль кӗмӗл;
86
тӗтӗрмелли тултарнӑ ылтӑн тӗтӗркӗч вуниккӗ; таса сикль виҫипе шутласассӑн, кашни тӗтӗркӗчре вуншар сикль: тӗтӗркӗчсенче мӗнпурӗ ҫӗр ҫирӗм сикль ылтӑн;
87
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ вуникӗ пӑру панӑ тата вуникӗ така, пӗр ҫулхи вуникӗ путек панӑ, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни илсе пынӑ; ҫылӑх парни кӳмешкӗн вуникӗ качака таки илсе пынӑ
88
тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ ҫирӗм тӑватӑ пӑру панӑ тата утмӑл така, [пӗр ҫулхи] утмӑл качака таки, [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи утмӑл путек панӑ; парне вырӑнне ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
89
Моисей пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗрсессӗн, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчийӗн икӗ херувим хушшинчи хупӑлчи ҫийӗнчен калаҫакан сасӑ илтӗннӗ, ҫав сасӑ Моисее каланӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36