bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 2
Numbers 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 3 →
1
Турӑ Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне хӑйсен ялавӗ ҫумне, хӑйсен килӗ-йышӗн паллисем патне лартмалла; хӑйсен тапӑрне вӗсен пуху чатӑрӗ умне ун тавра лартса тухмалла.
3
Мал енне, тухӑҫ еннелле, хӑйсен тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене Иуда йӑхӗ лартӗ. Иуда ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ,
4
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын;
5
ун хыҫҫӑн Иссахар йӑхӗ тапӑр лартӗ, Иссахар ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ,
6
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын;
7
[унтан] Завулон йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ,
8
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын;
9
Иуда тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑрвун ултӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; малтан вӗсен тапранмалла.
10
Рувим тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсем кӑнтӑр енче пулмалла, Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ,
11
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын;
12
ун ҫумне хӑйӗн тапӑрне Симеон йӑхӗ лартӗ, Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ,
13
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын;
14
унтан Гад йӑхӗ, Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ,
15
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын;
16
Рувим тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ пӗр пин те тӑватҫӗр аллӑ ҫын; вӗсем иккӗмӗшсем пулса тапранмалла.
17
Пуху чатӑрӗ тапранса кайсассӑн, левитсен тапӑрӗ ытти тапӑрсен варринче пулӗ. Чарӑнса тӑнӑ чухне мӗнле тӑраҫҫӗ, кайма та ҫав халлӗнех, кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче, хӑйсен ялавӗ тавра пырас пулать.
18
Ефрем тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене анӑҫ енне лартмалла, Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ,
19
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын;
20
ун ҫумӗнче Манассия йӑхӗ, Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ,
21
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын;
22
унтан Вениамин йӑхӗ, Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ,
23
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын;
24
Ефрем тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑр пин те ҫӗр ҫын; вӗсем виҫҫӗмӗшсем пулса тапранмалла.
25
Дан тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене ҫурҫӗр енне лартмалла, Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ,
26
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын;
27
ун ҫумне Асир йӑхӗ тапӑр лартӗ, Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ,
28
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын;
29
унтан малалла Неффалим йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ,
30
унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын;
31
Дан тапӑрӗн шутне кӗнисем мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр ҫын; вӗсен хӑйсен ялавӗсем тавра тӑрса хыҫалтан пымалла, тенӗ.
32
Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Тапӑрсенче ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа шута кӗнисем мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.
33
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушнипе левитсем Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле пӗр шута кӗмен.
34
Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех ҫавӑн пек тунӑ: тапӑрӑн-тапӑрӑн хӑйсен ялавӗсем тавра вырӑнаҫса тухнӑ, кайнӑ чухне те кашнийӗ хӑйӗн ӑрӑвӗпе, хӑйӗн килӗ-йышӗпе пынӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36