bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 16
Numbers 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 17 →
1
Левий йӑхӗн ҫынни — Кааф ывӑлӗн Ицгарӑн ывӑлӗ Корей — тата Рувим йӑхӗн ҫыннисем — Елиав ывӑлӗсем Дафанпа Авирон, Фалеф ывӑлӗ Авнан —
2
Моисее хирӗҫ тӑнӑ, Израиль ывӑлӗсенчен икҫӗр аллӑ ҫын — халӑх пуҫлӑхӗсем, пухӑва ҫӳрекен ятлӑ ҫынсем — вӗсем майлӑ пулнӑ.
3
Вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ пухӑнса пынӑ та каланӑ: ҫитӗ ӗнтӗ сире! пӗтӗм халӑх, пурте сӑваплӑ, вӗсем хушшинче Ҫӳлхуҫа! мӗншӗн эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мала хуратӑр? тенӗ.
4
Ҫакна илтсессӗн Моисей ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та
5
Корейпе ун майлӑ ҫынсене пурне те ҫапла тесе каланӑ: Хӑй патне ҫывӑхартмашкӑн кам Унӑн пулнине, кам сӑваплӑ пулнине Ҫӳлхуҫамӑр ыран кӑтартӗ; Вӑл кама суйласа илӗ, ҫавна Хӑй патне ҫывӑхартӗ;
6
эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: Корей тата унпа пӗр шухӑшлисем пурте тӗтӗркӗчсем илӗр те
7
вӗсен ӑшне ыран Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вут-кӑвар хурӑр, тӗтӗрмелли хурӑр; Ҫӳлхуҫамӑр кама суйласа илӗ, ҫавӑ сӑваплӑ пулӗ. Ҫитӗ ӗнтӗ сире, Левий ывӑлӗсем! тенӗ.
8
Унтан Моисей Корее каланӑ: Левий ывӑлӗсем, итлӗр-ха!
9
Израиль Турри сире Израиль халӑхӗ хушшинчен уйӑрса илчӗ, Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн, [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ умӗнче уншӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн сире Хӑй патне ҫывӑхартрӗ, сирӗншӗн ҫакӑ сахал-им?
10
Вӑл сана, санпа пӗрле пӗтӗм тӑванна, Левий ывӑлӗсене, Хӑй патне ҫывӑхартрӗ, эсир тата священник тивӗҫне илесшӗн тӑрӑшатӑр.
11
Ҫапла ӗнтӗ эсӗ, санӑн пӗтӗм таврашу Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пуҫтарӑнтӑр. Аарон мӗн турӗ? эсир мӗншӗн ӑна ӳпкелетӗр? тенӗ.
12
Моисей вара Дафанпа Авирона, Елиав ывӑлӗсене, чӗнтерме янӑ. Анчах лешӗсем: пымастпӑр! тенӗ.
13
Эсӗ пире, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗртен илсе тухса, пушхирте вӗлерме илсе килтӗн, ку сахал-им? эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн!
14
эсӗ пире сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре илсе килтӗн-и, пире уй-хир, иҫӗм пахчи патӑн-и? эсӗ ҫак ҫынсен куҫӗсене суккӑр тӑвасшӑн-и? пымастпӑр! тенӗ.
15
Моисей питех те кӑмӑлсӑрланнӑ, вара Ҫӳлхуҫана каланӑ: вӗсен парни ҫине ҫаврӑнса ан пӑхсам; эпӗ вӗсенчен пӗринчен те ашак ыйтса илмен, вӗсенчен пӗрне те усал туман, тенӗ.
16
Унтан Моисей Корее каланӑ: эсӗ хӑв та, санӑн пӗтӗм ушкӑну та ыран Ҫӳлхуҫа умӗнче пулӑр, эсӗ, вӗсем тата Аарон пултӑр;
17
кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илтӗр, унта тӗтӗрмелли хутӑр, вара кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, икҫӗр аллӑ тӗтӗркӗч пулӗ; эсӗ те, Аарон та кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илсе пырӑр, тенӗ.
18
Вара кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илнӗ те унта вут-кӑвар хунӑ, тӗтӗрмелли янӑ, кайран пуху чатӑрӗ умне тӑнӑ; Моисейпе Аарон та ҫапла тунӑ.
19
Корей вӗсене хирӗҫ пуху чатӑрӗ умне пӗтӗм халӑха пухса тӑратнӑ. Ҫавӑн чухне пӗтӗм халӑха Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.
20
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
21
эсир ку халӑхран уйӑрӑлӑр, Эпӗ вӗсене самантрах пӗтерсе пӑрахӑп, тенӗ.
22
Вӗсем вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эй Турӑ, кашни ӳтри чӗм Турри! пӗр ҫын ҫылӑха кӗнӗ те, Эсӗ вара пӗтӗм халӑха ҫилленетӗн-и? тенӗ.
23
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
24
халӑха кала: Корей, Дафан, Авирон килӗ-ҫуртӗнчен пур енчен те сирӗлӗр, те, тенӗ.
25
Моисей тӑнӑ та Дафанпа Авирон патне кайнӑ, ун хыҫҫӑн Израилӗн аслӑ ҫыннисем пынӑ.
26
Моисей халӑха каланӑ: ҫак йӗркесӗр ҫынсен чатӑрӗсенчен пӑрӑнӑр, вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн вӗсемпе [пӗрле] пӗтес мар тесессӗн, вӗсен пӗр япалине те ан тӗкӗнӗр, тенӗ.
27
Вӗсем вара Корей, Дафан, Авирон килӗ-ҫуртӗнчен пур енчен те аяккарах кайса тӑнӑ; Дафанпа Авирон хӑйсен арӑмӗсемпе, ывӑлӗсемпе, пӗчӗк ачи-пӑчипе пӗрле тухнӑ та хӑйсен чатӑрӗсен алӑкӗ умне тӑнӑ.
28
Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр:
29
вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман;
30
эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.
31
Ҫапла каланӑ ҫеҫ вӑл, лешӗсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе пута пуҫланӑ;
32
унтан ҫӗр ҫурӑлса кайса ҫав ҫынсене, вӗсен кил-ҫуртне тата Корейӗн пӗтӗм килне-йышне мулӗ-мӗнӗпе пӗтӗмпе ҫӑтса янӑ;
33
вӗсем пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, ҫиелтен вӗсене ҫӗр хупланӑ, вара вӗсем халӑх хушшинчен ҫухалнӑ.
34
Вӗсем кӑшкӑрнине-йӗнине илтсессӗн, йӗри-тавра тӑракан Израиль ҫыннисем, пире те ҫӗр ҫӑтса ан ятӑрччӗ тесе, пурте айккинелле пӑрахса тарнӑ.
35
Унтан Ҫӳлхуҫаран вут тухнӑ та тӗтӗрмелли илсе пынӑ леш икҫӗр аллӑ ҫынна ҫунтарса янӑ.
36
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
37
Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр,
38
мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.
39
Елеазар священник вара ҫунтарса янӑ ҫынсен пӑхӑр тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илнӗ, кайран вӗсене парне вырӑнне витме ҫапса сарнӑ,
40
ҫакна Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑма тунӑ, урӑх ҫын — Аарон йӑхӗнчен тухман ҫын — никам та Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗрме ан шутлатӑр, ҫав ҫыннӑн Корей курнине, унпа пӗр канашлӑ ҫынсем курнине курмалла ан пултӑр тесе, Елеазар священник хӑйне Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пек тунӑ.
41
Тепӗр кунне Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ: эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне вӗлерттертӗр, тенӗ.
42
Хӑйсене хирӗҫ халӑх пухӑнсассӑн, Моисейпе Аарон пуху чатӑрӗ енне ҫаврӑнса тӑнӑ, акӑ пуху чатӑрне пӗлӗт хупӑрласа илнӗ те Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.
43
Моисейпе Аарон пуху чатӑрӗ патне пынӑ.
44
Ҫӳлхуҫа Моисее [тата Аарона] ҫапла тесе каланӑ:
45
ку халӑхран пӑрӑнӑр, Эпӗ вӗсене самантра пӗтерсе пӑрахатӑп, тенӗ. Анчах вӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
46
Моисей Аарона каланӑ: тӗтӗркӗчне ил те унта парне вырӑнӗ ҫинчен вут-кӑвар илсе хур, тӗтӗрмелли яр, вара хӑвӑртрах халӑх патне илсе кай, ун хутне кӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитрӗ [те], халӑх вилме пуҫларӗ, тенӗ.
47
Аарон Моисей каланӑ япалине илнӗ те халӑх хушшине чупса кайнӑ, акӑ ӗнтӗ халӑх пӗте пуҫланӑ. Аарон тӗтӗркӗчне тӗтӗрмелли хунӑ та халӑха хӳтӗлеме тӑнӑ;
48
вӑл вилнисемпе чӗррисем хушшине тӑнӑ, вара халӑх пӗтесси чарӑннӑ.
49
Корей ӗҫне пула вилнисене шута илмесессӗн, ҫавӑн чухне вунтӑватӑ пин те ҫичҫӗр ҫын вилнӗ.
50
Халӑх пӗтесси чарӑнсассӑн, Аарон Моисей патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, таврӑннӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36