bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 25
Numbers 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 26 →
1
Израиль халӑхӗ Ситтим айлӑмӗнче пурӑннӑ, халӑх Моав хӗрӗсемпе аскӑнма пуҫланӑ,
2
лешсем халӑха хӑйсен туррисене кӳрекен парнесем патне чӗннӗ, халӑх [вӗсен парнисене] ҫинӗ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.
3
Ӗнтӗ Израиль халӑхӗ Ваал-Фегора иленнӗ. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ.
4
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсене пурне те вӗлерсе тух та хӗвел тухас умӗн Ҫӳлхуҫа умне ҫак, вара Ҫӳлхуҫа Израиле хаяррӑн ҫилленни иртсе кайӗ, тенӗ.
5
Моисей Израиль тӳрисене каланӑ: кайӑр та Ваал-Фегора иленнӗ хӑвӑр ҫыннӑрсене вӗлерсе тухӑр, тенӗ.
6
Акӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗри Моисей куҫӗ умӗнчех, Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ умӗнчех, вӗсем пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче йӗрсе тӑнӑ вӑхӑтра мадиансен хӗрне хӑйсем патне ертсе килнӗ.
7
Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, ҫакна курсассӑн, халӑх хушшинчен тухнӑ та аллине сӑнӑ тытнӑ,
8
унтан Израиль ывӑлӗ хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе иккӗшне те — Израиль ывӑлне те, хӗрарӑмне те — чиксе пӑрахнӑ, хӗрарӑмне ӑшӗнчен чикнӗ; вара Израиль халӑхӗ пӗтме чарӑннӑ.
9
Пӗтернине пула ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын вилнӗ.
10
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
11
Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм;
12
ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп,
13
вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
14
Мадиан хӗрӗпе пӗрле вӗлернӗ Израиль ывӑлне Зимри тесе чӗннӗ; вӑл Салу ывӑлӗ, Симеон ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, пулнӑ;
15
вӗлернӗ мадиансен хӗрне вара Хазва тесе чӗннӗ; вӑл Оммоф пуҫлӑхӗн, Мадиан йӑхӗнчен тухнӑ Цурӑн, хӗрӗ пулнӑ.
16
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
17
Мадиан халӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫӑр, вӗсене аркатӑр,
18
мӗншӗн тесессӗн вӗсем сирӗн тӗлӗшрен чее тӑшманла хӑтланчӗҫ: сире Фегорпа тата ҫав Фегора пула халӑх пӗтнӗ кун вилсе выртнӑ Хазвӑпа, мадиансен пуҫлӑхӗн хӗрӗпе, илӗртрӗҫ, тенӗ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36