bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 6
Numbers 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 7 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те арҫын е хӗрарӑм хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулма сӑмах парас пулсассӑн,
3
унӑн вара эрех те, хӑватлӑ шӗвек те ӗҫмелле мар, эрехрен тунӑ сӗрхе те, ӗҫмелли шӗвекрен тунӑ сӗрхе те сыпса пӑхмалла мар, иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленине нимӗн те ӗҫмелле мар, чӗрӗ иҫӗм ҫырли те, типӗтнӗ иҫӗм ҫырли те ҫимелле мар;
4
назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та иҫӗм ҫырлинчен мӗн тунине — вӑрринчен пуҫласа хуппи таранчченех — нимӗн те ҫиес те, [ӗҫес те] пулмасть.
5
Назорей пулса пурӑнма сӑмах панӑ хушӑра унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмелле мар; хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнмалли кунсем иртиччен вӑл таса ҫын: унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫне ӳстерес пулать.
6
Хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та вилнӗ ҫын ҫывӑхне пымалла мар:
7
хӑйӗн ашшӗ е амӑшӗ, е пиччӗшӗ-шӑллӗ, е аппӑшӗ-йӑмӑкӗ вилсессӗн, унӑн вӗсен ҫумне сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлентермелле мар, мӗншӗн тесессӗн хӑйне Турра халаллани унӑн пуҫӗ ҫинче;
8
назорей пулса пурӑннӑ хушӑра вӑл пур кун та Ҫӳлхуҫа умӗнче таса ҫын.
9
Кам та пулин ун умӗнче сасартӑк, ӑнсӑртран, вилсе кайсассӑн, ҫавна пула вӑл хӑйӗн назорей ятне илнӗ пуҫне ирсӗрлетсессӗн, унӑн вара хӑйне тасатмалли кун ҫӳҫне кастармалла, ӑна ҫиччӗмӗш кунне кастармалла,
10
саккӑрмӗш кунне унӑн священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илсе пымалла;
11
священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫылӑх парни кӳрӗ, теприне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, ҫапла ӑна вилнӗ ҫын ӳчӗпе ирсӗрленнинчен тасатӗ, ҫав кун унӑн пуҫне тасалӑх тивлечӗ парӗ;
12
хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнассине унӑн вара ҫӗнӗрен пуҫламалла, ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн пӗр ҫулхи путек памалла; ӗнтӗ унччен назорей пулса пурӑнни ирсӗрленнӗрен унӑн ӗлӗкхи кунӗсем пӑрахӑҫланчӗҫ.
13
Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла,
14
вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ;
15
тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ;
16
ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ;
17
такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ;
18
вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ;
19
унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ;
20
унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн назорей эрех ӗҫме пултарать.
21
Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑ назорей тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун, хӑй назорей пулнӑшӑн Турра парне кӳрес йӗрке ҫакӑ ӗнтӗ; вӑйӗ ҫитсессӗн, кунтан ытларах та патӑр; хӑй епле сӑмах панӑ, ҫапла тумалла, назорей пулас тӗлӗшпе хунӑ йӗркерен ытларах та тума юрать, тенӗ.
22
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
23
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсене ҫапла пиллӗр, вӗсене ҫапла калӑр, те:
24
Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр, сана сыхласа усратӑр!
25
Сан ҫине Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫутӑ сӑнӗпе пӑхтӑр, сана хӗрхентӗр!
26
Хӑйӗн сӑнне Ҫӳлхуҫа сан еннелле ҫавӑртӑр, сана тӑнӑҫлӑх патӑр! теччӗр.
27
Манӑн ятӑма Израиль ывӑлӗсем патне чӗнсе илччӗр. Эпӗ [Ҫӳлхуҫа] вӗсене пиллӗп, тенӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36