bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 30
Numbers 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 31 →
1
Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пӗтӗмпе Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ.
2
Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене Моисей ҫапла тесе каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мана акӑ мӗн хушрӗ, тенӗ:
3
кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн е карт туса тупа тӑвас пулсассӑн, унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать.
4
Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн,
5
ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать;
6
ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.
7
Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн,
8
ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать;
9
упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
10
Тӑлӑх арӑм е упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑм сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать.
11
Арӑмӗ упӑшки килӗнче сӑмах пачӗ пулсассӑн, тупа туса картса хучӗ пулсассӑн,
12
упӑшки ҫакна илтсе нимӗн те шарламарӗ, ӑна чармарӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑй сӑмах панине, тупа туса картса хунине пурӑнӑҫласах пулать;
13
упӑшки арӑмӗ сӑмах панине, тупа туса картса хунине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑйӗн чӗлхи вӗҫӗнчен тухнине пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн ӑна упӑшки чарса лартнӑ, Ҫӳлхуҫа вӑл хӗрарӑма каҫарать.
14
Арӑмӗ чунне йӑвашлатас тесе панӑ кирек мӗнле сӑмаха та, кирек мӗнле тупа тунине те упӑшки ҫирӗплетме те, чарма та пултарать;
15
упӑшки ҫакӑн ҫинчен кунран-кун нимӗн те шарламарӗ пулсассӑн, ҫапла вӑл арӑмӗ сӑмах панине, арӑмӗ карт тунине пӗтӗмпех ҫирӗплетнӗ пулать, мӗншӗн тесессӗн вӑл илтнӗ хыҫҫӑн та нимӗн те шарламан;
16
[упӑшки] арӑмӗ мӗн каланине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, вӑл арӑмӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет, тенӗ.
17
Ку — Ҫӳлхуҫа Моисее хушса-вӗрентсе каланӑ йӗрке, вӑл упӑшкипе арӑмӗ мӗнле пурӑнмаллине, ҫамрӑк чухне, ашшӗ килӗнче пурӑннӑ чухне, ашшӗпе хӗрӗ мӗнле пулмаллине кӑтартать.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36