bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 14
Numbers 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 15 →
1
Вара пӗтӗм халӑх уласа йӗре пуҫланӑ, ҫав каҫ халӑх [ҫӗрӗпех] йӗнӗ;
2
Израиль ывӑлӗсем пурте Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ, пӗтӗм халӑх вӗсене каланӑ: ах, эпир Египет ҫӗрӗнчех вилнӗ пулсанччӗ е ҫак пушхиртех пӗтнӗ пулсанччӗ!
3
ҫак ҫӗре пире Ҫӳлхуҫа мӗншӗн илсе каять-ши? пире хӗҫпе вӗлерттерсе пӗтерме-ши? пирӗн арӑмӑрсемпе ачамӑрсем тӑшман тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ; каялла Египета таврӑнсассӑн пире авантарах пулмӗччӗ-ши? тенӗ.
4
Унтан пӗрне-пӗри каланӑ: хамӑр валли пуҫлӑх суйласа хурар та Египета таврӑнар, тенӗ.
5
Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пуҫтарӑнса тӑнӑ пӗтӗм халӑхӗ умӗнче ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
6
Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та
7
Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван;
8
Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ;
9
анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
10
Пӗтӗм халӑх: вӗсене чулпа персе вӗлерес! тенӗ. Анчах мӗнпур Израиль ывӑлне пуху чатӑрӗнче [пӗлӗт ӑшӗнче] Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.
11
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫак халӑх Мана хӑҫанччен тарӑхтарса пурӑнӗ? Эпӗ хӑйсем хушшинче тунӑ тӗрлӗ паллӑсене пурне те кура тӑркачах хӑҫанччен вӑл Мана шанмасӑр тӑрӗ?
12
ӑна чирпе хирсе тухӑп, ӑна пӗтерӗп, санран [тата санӑн аҫу килӗнчен] ҫак халӑхран йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑх кӑларӑп, тенӗ.
13
Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те
14
ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ;
15
Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ:
16
Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
17
Эппин, Ху каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ мухтава тухтӑр, Эсӗ ҫапла тесе каларӑн:
18
Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ [тата тӳрӗ], Вӑл йӗркесӗр пурӑннине, усал ӗҫсене, [ҫылӑхсене] каҫарать, анчах хаса памасӑр хӑвармасть: ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитиччен хаса парать, терӗн.
19
Ҫак халӑха Египетран тухнӑранпа ку таранччен каҫарнӑ пек, Хӑвӑн виҫесӗр хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫак халӑхӑн ҫылӑхне каҫарсам, тенӗ.
20
Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп;
21
Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ:
22
Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем
23
Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ;
24
Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ;
25
амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
26
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
27
ҫак усал халӑх хӑҫанччен Мана ӳпкелӗ? Эпӗ Израиль ывӑлӗсен Мана ӳпкелекен ӳпкевне илтетӗп.
28
Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп;
29
сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем,
30
Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр;
31
ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ,
32
сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ;
33
эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ;
34
хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
35
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, калатӑп, каланӑ пек тӑватӑп та Хама хирӗҫ тӑнӑ ҫак пӗтӗм усал халӑха: вӗсем пурте ҫак пушхирте пӗтӗҫ, вилсе выртӗҫ, тенӗ.
36
Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем,
37
ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ;
38
ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.
39
Ҫак сӑмахсене Моисей пӗтӗм Израиль ывӑлӗ умӗнче каласа панӑ, вара халӑх питех те пӑшӑрханса ӳкнӗ.
40
Ирхине ирех тӑнӑ та ҫапла каласа ту ҫине улӑхса кайнӑ: акӑ эпир Ҫӳлхуҫамӑр каланӑ вырӑна каятпӑр, эпир ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, тенӗ.
41
Моисей каланӑ: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫамӑр хушнинчен иртетӗр? капла туни усӑллӑ пулас ҫук;
42
ан кайӑр, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа ҫук, сире тӑшманӑрсем ан пӗтерччӗр;
43
амаликсемпе ханаансем унта сире хӑвӑр умӑртах хӗҫпе касса тӑкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлтӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пӗрле пулмӗ, тенӗ.
44
Анчах вӗсем ту тӑррине улӑхас шухӑша пӑрахман; Турӑ саккунӗн арчипе Моисей вара тапӑртан тухман.
45
Ҫав ту ҫинче пурӑнакан амаликсемпе ханаансем аннӑ та вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Хорма патне ҫитиех хӑваласа кайнӑ, [хӑшӗсем тапӑра таврӑннӑ.]
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36