bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 5
Numbers 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 6 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем тилҫе ернӗ мӗнпур ҫынна, йӑх вӑрлӑхӗ юхакан мӗнпур ҫынна, вилӗпе ирсӗрленнӗ мӗнпур ҫынна тапӑртан кӑларса яччӑр,
3
арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те кӑларса ярӑр, вӗсене тапӑр тулашнех кӑларса ярӑр, вӗсем хӑйсем пурӑнакан тапӑрне ан ирсӗрлетчӗр: Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
4
Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ, вӗсене тапӑртан кӑларса янӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫавӑн пек тунӑ та.
5
Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ:
6
Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ,
7
ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр;
8
эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр;
9
Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать,
10
кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
11
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
12
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн,
13
кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн,
14
упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн,
15
упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
16
Священник вара ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне илсе пырса тӑраттӑр,
17
унтан священник тӑм савӑтпа сӑваплӑ шыв илтӗр, унтан священник кӗлӗ чатӑрӗнчи урайӗнчен тӑпра илтӗр те ӑна шыва ятӑр;
18
кайран священник ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, унӑн пуҫ виттине сиртӗр, асӑнса кӳрекен парнине аллине тыттартӑр, ку ӗнтӗ кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, священник аллинче вара ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв пулӗ.
19
Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн;
20
анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник
21
арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр;
22
[санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ. Вара арӑм: аминь, аминь, тейӗ.
23
Тупаласа каланӑ ҫак сӑмахсене священник хут чӗркемӗ ҫине ҫырса, йӳҫӗ шыв ҫине ҫуса ярӗ;
24
унтан ылхан кӳрекен ҫав йӳҫӗ шыва арӑма ӗҫтерӗ, вара ылхан кӳрекен шыв арӑма сиен кӳме унӑн ӑшне-чиккине кӗрсе кайӗ.
25
Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ;
26
священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ;
27
эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ;
28
эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.
29
Арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине улталаса ирсӗрленсессӗн, кӗвӗҫӳ тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ пулать ӗнтӗ,
30
е тата упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, упӑшки арӑмне Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, священник вара арӑм тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпе ҫак саккун хушнӑ пек тӑвӗ,
31
ҫапла упӑшки ҫылӑхран тасалӗ, арӑмӗ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36