bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 24
Numbers 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 25 →
1
Валаам, Израиль халӑхне пиллени Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнине курса, унчченхи пек тухатма кайман, вӑл пушхир еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ.
2
Валаам пуҫне ҫӗкленӗ те йӑхӑн-йӑхӑн тӑракан Израиль халӑхне курнӑ, Валаам ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ.
3
Вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать,
4
Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать; ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ:
5
эй Иаков, санӑн чатӑрусем мӗнле илемлӗ, эй Израиль, санӑн килӳ-ҫурту мӗнле чаплӑ!
6
Вӗсем сарӑлса выртакан айлӑмсем пек, шыв хӗрринчи пахчасем пек, Ҫӳлхуҫа лартнӑ алоэ йывӑҫӗсем пек, юханшыв хӗрринчи кедрсем пек;
7
ун витрисенчен шыв тӑкӑнса тӑрӗ, унӑн вӑрлӑхӗ тулли юханшыв пек пулӗ, унӑн патши Агагран аслӑрах пулӗ, унӑн патшалӑхӗ чапа тухӗ.
8
Турӑ ӑна Египетран илсе тухрӗ, вӑл кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ, вӑл хӑйне курайман халӑхсене тӗп тӑвать, вӗсен шӑммисене ватать, [тӑшманне] ҫӗмренпе пӗтерет.
9
Пӗшкӗннӗ вӑл — арӑслан аҫи пек, арӑслан ами пек выртать, кам тӑраттӑр ӑна? Сана пиллекен — пиллӗхлӗ, сана ылханакан — ылханлӑ!
10
Валаам сӑмахӗсем Валака тарӑхтарса янӑ, вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, Валаама каланӑ: эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма чӗнтӗм, эсӗ вара вӗсене акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пиллетӗн;
11
эппин, килне чуптар; эпӗ сана чысласшӑнччӗ, анчах та акӑ Ҫӳлхуҫа сана ун пек чыс кӑтартма памасть, тенӗ.
12
Валаам Валака каланӑ: ара, эпӗ санӑн ман патӑма янӑ элчӳсене ҫапла каламанччӗ-и:
13
«мана Валак хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен иртейместӗп, хам тӗллӗн ыррине те, усаллине те нимӗн те тӑваймастӑп: Ҫӳлхуҫа мӗн калать, ҫавна калӑп» теменччӗ-и?
14
Эппин, акӑ эпӗ хамӑн ҫӗршывӑма каятӑп; кил-ха, эпӗ сана ҫак халӑх кайран санӑн халӑхна мӗн кӑтартассине пӗлтерем, тенӗ.
15
Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать,
16
Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Ҫӳлти Турӑ хушнипе калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать, ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ.
17
Куратӑп Ӑна, анчах халех мар-ха; куратӑп Ӑна, анчах ҫывӑхра мар-ха. Иаков ҫӑлтӑрӗ хӑпарать, Израиль туйи ҫӗкленет, Моав пуҫлӑхӗсене пӗтерет вӑл, Сифӑн пӗтӗм ывӑлне аркатать.
18
Эдом алла лекӗ, Сеир та тӑшманӗсен аллине лекӗ, Израиль вара хӑйӗн вӑйне кӑтартӗ.
19
Иаков йӑхӗнче ҫурални хулана ярса илӗ, ӑна тӗппипех пӗтерӗ.
20
Акӑ Валаам Амалика курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: халӑхсем хушшинче чи чапли — Амалик, анчах унӑн вӗҫӗ — вилӗм.
21
Унтан вӑл Кеней халӑхне курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: килӳ-ҫурту ҫирӗп санӑн, эсӗ чул хысак ҫине йӑва ҫавӑрнӑ;
22
анчах Каина тӗппипе аркатӗҫ, сана часах Ассур тыткӑна илсе кайӗ.
23
[Ога курсассӑн та] вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Турӑ ҫакна кӑтартнӑ чухне чӗрӗ юлнисене хуйхӑ, [хуйхӑ] ҫитӗ!
24
Киттим енчен карапсем ҫитӗҫ, Ассура пӑхӑнтарӗҫ, Евера та пӑхӑнтарӗҫ; кайран хӑйсем те пӗтӗҫ!
25
Вара Валаам тӑнӑ та каялла хӑйӗн ҫӗршывне тухса кайнӑ, Валак та хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36