bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 20
Numbers 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 21 →
1
Пӗрремӗш уйӑхра Израиль ывӑлӗсем, пӗтӗм халӑх, Син пушхирне ҫитнӗ, халӑх Кадес хулинче чарӑнса тӑнӑ, ҫавӑнта Мариам вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ.
2
Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ;
3
халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ!
4
мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и?
5
мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
6
Моисейпе Аарон халӑхран уйӑрӑлнӑ та, пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне пырса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, вара вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
8
туюна тыт та халӑха пух, эсӗ тата Аарон пиччӳ вӗсенӗн куҫӗ умӗнче чул хысакне калӑр, вара чулран шыв тапса тухӗ: ҫапла чулран шыв кӑларса халӑха та, выльӑх-чӗрлӗхе те ӗҫтерӗн, тенӗ.
9
Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче туйине тытнӑ.
10
Вара Моисейпе Аарон пӗтӗм халӑха чул хысакӗ патне пухнӑ та, Моисей ҫапла каланӑ: итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?
11
Моисей аллине ҫӗкленӗ те туйипе икӗ хутчен чула ҫапнӑ, вара тулӑх шыв юхса тухнӑ, ӑна халӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те ӗҫнӗ.
12
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона каланӑ: эсир Мана ӗненмерӗр, Манӑн сӑваплӑхӑма Израиль ывӑлӗсем умӗнче кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн эсир ку халӑха Эпӗ ӑна паракан ҫӗршыва илсе кӗреймӗр, тенӗ.
13
Ку Мерива шывӗ патӗнче пулса иртнӗ, ҫавӑнта Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫапа хирӗҫнӗ, Вӑл вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑхне кӑтартнӑ.
14
Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн;
15
пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ;
16
вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр;
17
пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.
18
Анчах Эдом ӑна: манӑн ҫӗрӗм урлӑ ан кай, апла тумасассӑн эпӗ сана хирӗҫ хӗҫпе тухӑп, тенӗ.
19
Израиль ывӑлӗсем ӑна каланӑ: эпир аслӑ ҫулпа кайӑпӑр, эпӗ тата манӑн выльӑх-чӗрлӗх санӑн шывна ӗҫес пулсассӑн, шывшӑн тӳлӗп; эпӗ утса ҫеҫ тухӑп, уншӑн нимӗн те пулас ҫук, тенӗ.
20
Анчах Эдом: [манӑн ҫӗрӗм урлӑ] ан кай, тенӗ. Вара ӑна хирӗҫ Эдом йышлӑ та хӑватлӑ ҫарпа тухнӑ.
21
Ҫапла вара Эдом Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен, ҫавӑнпа Израиль айккинелле пӑрӑнса кайнӑ.
22
Израиль ывӑлӗсем Кадес хулинчен тапранса кайнӑ, пӗтӗм халӑх Ор тӑвӗ патне ҫитсе тухнӑ.
23
Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
24
Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ;
25
Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай;
26
Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.
27
Моисей вара Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ,
28
Моисей Аарон ҫийӗнчен унӑн тумне хывса илнӗ те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтартнӑ; Аарон ҫавӑнта ту тӑрринче вилнӗ. Моисейпе Елеазар вара ту ҫинчен аннӑ.
29
Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх Аарон вилнине ӑнланса илнӗ, вӑл вилнӗшӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ вӑтӑр кун хурланса йӗнӗ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36