bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 26
Numbers 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 27 →
1
Халӑх ҫапла пӗтнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисее тата Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — каланӑ:
2
вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур Израиль ывӑлне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухӑр, тенӗ.
3
Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ:
4
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр:
5
Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ. Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ,
6
Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ;
7
Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ.
8
Фаллу ывӑлӗсем: Елиав.
9
Елиав ывӑлӗсем: Немуил, Дафан тата Авирон. Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ;
10
вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ;
11
анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
12
Симеон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Немуилран — Немуил ӑрӑвӗ, Яминран — Ямин ӑрӑвӗ, Яхинран — Яхин ӑрӑвӗ,
13
Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ, Саулран — Саул ӑрӑвӗ;
14
Симеон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ [шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн]: ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫын.
15
Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Цефонран — Цефон ӑрӑвӗ, Хаггирен — Хагги ӑрӑвӗ, Шунирен — Шуни ӑрӑвӗ,
16
Ознийрен — Озний ӑрӑвӗ, Ерирен — Ери ӑрӑвӗ,
17
Ародран — Арод ӑрӑвӗ, Арелирен — Арели ӑрӑвӗ;
18
Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын.
19
Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ;
20
Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ;
21
Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ;
22
Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
23
Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Фоларан — Фола ӑрӑвӗ, Фуваран — Фува ӑрӑвӗ,
24
Иашувран — Иашув ӑрӑвӗ, Шимронран — Шимрон ӑрӑвӗ;
25
Иссахар ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл тӑватӑ пин те виҫҫӗр ҫын.
26
Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Середран — Серед ӑрӑвӗ, Елонран — Елон ӑрӑвӗ, Иахлеилран — Иахлеил ӑрӑвӗ;
27
Завулон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл пин те пилӗкҫӗр ҫын.
28
Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Манассия тата Ефрем.
29
Манассия ывӑлӗсем: Махиртан — Махир ӑрӑвӗ; Махирӑн Галаад ҫуралнӑ, Галаадран — Галаад ӑрӑвӗ.
30
Акӑ Галаад ывӑлӗсем: Иезертан — Иезер ӑрӑвӗ, Хелекран — Хелек ӑрӑвӗ,
31
Асриилран — Асриил ӑрӑвӗ, Шехемран — Шехем ӑрӑвӗ,
32
Шемидаран — Шемида ӑрӑвӗ, Хефертан — Хефер ӑрӑвӗ.
33
Салпаадӑн, Хефер ывӑлӗн, ывӑл пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.
34
Манассия ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем аллӑ икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын шутланнӑ.
35
Акӑ Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шутелӑран — Шутела ӑрӑвӗ, Бехертан — Бехер ӑрӑвӗ, Таханран — Тахан ӑрӑвӗ;
36
акӑ тата Шутела ывӑлӗсем: Аранран — Аран ӑрӑвӗ;
37
Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: вӑтӑр икӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын. Акӑ Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ.
38
Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Белӑран — Бела ӑрӑвӗ, Ашбелран — Ашбел ӑрӑвӗ, Ахирамран — Ахирам ӑрӑвӗ,
39
Шефуфамран — Шефуфам ӑрӑвӗ, Хуфамран — Хуфам ӑрӑвӗ;
40
Бела ывӑлӗсем ҫаксем: Ард тата Нааман; [Ардран —] Ард ӑрӑвӗ, Нааманран — Нааман ӑрӑвӗ;
41
Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
42
Акӑ Дан ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шухамран — Шухам ӑрӑвӗ; Дан ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ ҫаксем пулаҫҫӗ.
43
Шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн Шухам ӑрӑвӗсенче утмӑл тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
44
Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ;
45
Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ;
46
Асир хӗрӗн ячӗ Сара;
47
Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.
48
Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Иахцеилран — Иахцеил ӑрӑвӗ, Гунирен — Гуни ӑрӑвӗ,
49
Иецертан — Иецер ӑрӑвӗ, Шиллемран — Шиллем ӑрӑвӗ;
50
ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласассӑн, Неффалим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын шутланнӑ.
51
Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.
52
Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ:
53
вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла;
54
йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла;
55
ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле;
56
пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
57
Ҫавӑн чухне шута илнӗ левитсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Гирсонран — Гирсон ӑрӑвӗ, Каафран — Кааф ӑрӑвӗ, Мерарирен — Мерари ӑрӑвӗ.
58
Левий ӑрӑвӗсем ҫаксем: Ливни ӑрӑвӗ, Хеврон ӑрӑвӗ, Махли ӑрӑвӗ, Муши ӑрӑвӗ, Корей ӑрӑвӗ. Каафран Амрам ҫуралнӑ.
59
Амрам арӑмӗ, Иохаведа ятлӑскер, Левий хӗрӗ пулнӑ, Левий арӑмӗ ӑна Египетра ҫуратнӑ, Иохаведа хӑйӗн упӑшкине вара Аарона, Моисее тата вӗсен аппӑшне Мариама ҫуратса панӑ.
60
Ааронӑн Надав тата Авиуд, Елеазар тата Ифамар ҫуралнӑ;
61
анчах Надавпа Авиуд Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑшӑн [Синай пушхирӗнче] вилнӗ.
62
Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫынна шутласа тухнӑ, вӗсем ҫирӗм виҫӗ пин пулнӑ; вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле шутламан, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Израиль ывӑлӗсен хушшинче еткер ҫӗр паман.
63
Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ;
64
вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман,
65
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36