bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 34
Numbers 34
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 35 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ:
3
сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять,
4
унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать;
5
Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
6
Сирӗн анӑҫ чикки аслӑ тинӗс пулать: анӑҫалла каякан чикӗ пулать ку.
7
Ҫурҫӗр чикки сирӗн ҫапла пултӑр: ӑна аслӑ тинӗс патӗнчен Ор тӑвӗ патне ҫити тӑсӑр,
8
Ор тӑвӗ патӗнчен Емаф патне ҫити тӑсӑр, кайран чикӗ Цедад еннелле мӑкӑрӑлса тухӗ;
9
ку тӗлтен чикӗ Цифрон еннелле каять, Гацар-Енан енне тӑсӑлса тухать: ку сирӗн ҫурҫӗр чикки пулать.
10
Тухӑҫ чиккине Гацар-Енан патӗнчен Шефам хулине ҫити тӑсӑр,
11
Шефамран чикӗ Аин хулинчен тухӑҫалла Рибла хули еннелле каять, унтан чикӗ Киннереф тинӗсне тухӑҫ енчен пырса перӗнет;
12
кайран чикӗ Иордан еннелле каять, Тӑварлӑ тинӗс енне тӑсӑлса тухать. Ҫакӑн пек пур енчен те чикӗллӗ ҫӗр сирӗн пулать, тенӗ.
13
Моисей Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: ҫак ҫӗре Ҫӳлхуҫамӑр тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне пама хушрӗ, эсир ӑна шӑпа тӑрӑх еткерлӗхе валеҫсе парӑр,
14
мӗншӗн тесессӗн Рувим йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе, Гад йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсен еткер ҫӗрне илчӗҫ:
15
икӗ йӑх тата ҫур йӑх Иордан леш енче Иерихон тӗлӗнче тухӑҫалла выртакан ҫӗре еткерлӗхе илчӗҫ, тенӗ.
16
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
17
сире ҫак ҫынсем ҫӗр уйӑрса парӗҫ: Елеазар священник тата Нав ывӑлӗ Иисус;
18
ҫӗр уйӑрмашкӑн тата кашни йӑхран пӗрер пуҫлӑх суйласа илӗр.
19
Ҫак ҫынсен ячӗсем акӑ: Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ;
20
Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Самуил, Аммиуд ывӑлӗ;
21
Вениамин йӑхӗнчен Елидад, Кислон ывӑлӗ;
22
Дан ывӑлӗсен йӑхӗнчен Буккий пуҫлӑх, Иоглий ывӑлӗ;
23
Иосиф ывӑлӗсенчен, Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ханниил пуҫлӑх, Ефод ывӑлӗ;
24
Ефрем ывӑлӗсен йӑхӗнчен Кемуил пуҫлӑх, Шифтан ывӑлӗ;
25
Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Елицафан пуҫлӑх, Фарнак ывӑлӗ;
26
Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчен Фалтиил пуҫлӑх, Аззан ывӑлӗ;
27
Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ахиуд пуҫлӑх, Шеломий ывӑлӗ;
28
Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчен Педаил пуҫлӑх, Аммиуд ывӑлӗ, тенӗ.
29
Ҫӳлхуҫа ҫак ҫынсене Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе уйӑрса пама хушнӑ.
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 35 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36