bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 21
Numbers 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 22 →
1
Кӑнтӑр енче пурӑнакан Ханаан патши Арада, Израиль халӑхӗ Афарим енчен килнине илтсессӗн, израильсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, вӗсен темиҫе ҫыннине тыткӑна илнӗ.
2
Израиль вара, Ҫӳлхуҫана сӑмах парса, ҫапла каланӑ: ҫак халӑха манӑн аллӑма ӳкерсессӗн, эпӗ [ӑна тата] вӗсен хулисене пӗтермелле тупалӑп, тенӗ.
3
Ҫӳлхуҫа Израиль сассине илтнӗ те ханаансене унӑн аллине ӳкернӗ, Израиль вара вӗсене, вӗсен хулисене пӗтермелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Хорма ят панӑ.
4
Эдом ҫӗрӗнчен пӑрӑнас шутпа вӗсем Ор тӑвӗ патӗнчен Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ. Ҫул ҫинче халӑх ӳпкелешме пуҫланӑ,
5
халӑх Турра хирӗҫ, Моисее хирӗҫ калаҫнӑ: мӗншӗн эсир пире Египетран илсе тухрӑр, [пирӗн] пушхирте вилмелли ҫеҫ юлчӗ, кунта ҫӑкӑр та, шыв та ҫук, ку юрӑхсӑр апат пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, тенӗ.
6
Ҫӳлхуҫа вара халӑх ҫине наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем янӑ, вӗсем халӑха сӑхнӑ, ҫавӑн чухне Израиль [ывӑлӗсем] нумайӑшӗ вилнӗ.
7
Халӑх Моисей патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тата сана хирӗҫ калаҫса, эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр; Ҫӳлхуҫамӑра кӗлтусамччӗ, Вӑл пире ҫӗленрен хӑтаринччӗ, тенӗ. Моисей вара халӑха хӗрхенме тархасласа [Ҫӳлхуҫана] кӗлтунӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [пӑхӑр] ҫӗлен ту та ӑна элем шӑччи ҫине ҫак, [кама та пулин ҫӗлен сӑхас пулсассӑн,] ҫав ҫын пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхӗ те чӗрӗ юлӗ, тенӗ.
9
Моисей вара пӑхӑр ҫӗлен тунӑ та ӑна элем ҫине ҫакнӑ, ҫӗлен сӑхнӑ ҫын, пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхсассӑн, чӗрӗ юлнӑ.
10
Израиль халӑхӗ малалла кайнӑ, Овоф текен вырӑнта чарӑнса тӑнӑ;
11
Овофран тухса кайсассӑн, Ийе-Аварим текен вырӑнта, Моав тӗлӗнче хӗвелтухӑҫ енче выртакан пушхирте чарӑнса тӑнӑ;
12
унтан кайсассӑн, Заред айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ;
13
унтан тапранса тухсассӑн, пушхирте, Моав чикки шутланакан, Моав ҫӗрӗпе аморрей ҫӗрӗ хушшинче юхса выртакан Арнон шывӗ хӗрринче, аморрей ҫӗрӗн тулашӗнче юхакан тӗлте, чарӑнса тӑнӑ.
14
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапӑҫӑвӗсен кӗнекинче каланӑ та ӗнтӗ:
15
Суф ҫӗрӗнчи Вагеб тата Арнон юпписем, ҫак юхӑмсен тури енӗ, Шебет-Ар патне ҫитсе, Моав чиккипе пырать, тенӗ.
16
Ку тӗлтен вӗсем Беэр текен вырӑна [ҫул тытнӑ]; ҫав пусӑ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее: халӑха пух, Эпӗ вӗсене шыв парӑп, тенӗ.
17
Ҫавӑн чухне Израиль ҫакӑ юрра юрласа янӑ: эй, шывпала тулсамччӗ, пусӑ, юрлӑр, мухтӑр ӑна;
18
пуҫлӑхсем алтнӑччӗ ӑна, халӗ халӑх ҫулпуҫӗсем, саккун паракан хӑйсен туйисемпе чавса кӑларчӗҫ. Пушхиртен Матанна текен вырӑна [ҫул тытнӑ],
19
Матаннӑран Нагалиил текен вырӑна, Нагалиилран Вамоф текен вырӑна,
20
Вамофран Моав ҫӗрӗнчи пушхир еннелле пӑхакан Фасги тӑвӗ тӑрринчи Гай текен вырӑна ҫитнӗ.
21
Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчӗсем янӑ, [килӗшӳ сӗнсе,] ӑна ҫапла калама хушнӑ:
22
мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ; [эпир ҫулпа кайӑпӑр,] уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр, санӑн ҫӗрӳнтен тухиччен патша ҫулӗпе пырӑпӑр.
23
Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ.
24
Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ;
25
Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ;
26
Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.
27
Юптаракансем ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Есевона кайӑр, Сигон хулине юсӑр, тӗреклӗлетӗр.
28
Мӗншӗн тесен Есевонран вут тухнӑ, Сигон хулинчен ҫулӑм тухнӑ, Ар-Моава тата Арнон сӑрчӗсене тытса тӑракансене ҫунтарса янӑ.
29
Хуйхӑ ҫитрӗ сана, Моав! Хамос халӑхӗ, пӗтрӗн эсӗ! Ывӑлусем тарса саланчӗҫ, хӗрӳсем аморрейсен патши Сигон аллине тыткӑна лекрӗҫ.
30
Вӗсене пирӗн ухӑсем тӗп турӗҫ; Есевон Дивон таранчченех пӗтрӗ, эпир вӗсене Медева ҫывӑхӗнчи Нофа патне ҫитичченех аркатса тӑкрӑмӑр.
31
Израиль халӑхӗ вара аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ.
32
Каярахпа Моисей Иазер таврашне пӑхса килме янӑ, вӗсем [ҫав хулана тата] ӑна пӑхӑнса тӑракан ялсене ярса илнӗ, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ.
33
Унтан Васан енне пӑрӑнса кайнӑ. Ог, Васан патши, хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле вӗсене хирӗҫ Едреи хули патне вӑрҫӑпа тухнӑ.
34
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.
35
Вара вӗсем ҫав патшапа унӑн ывӑлӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне пӗр [чӗрӗ] ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ, кайран унӑн ҫӗрне ярса илнӗ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36