bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 32
Numbers 32
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 33 →
1
Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ;
2
вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ:
3
Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон —
4
ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
5
Тата каланӑ: пире кӑмӑл тӑватӑн пулсассӑн, ҫак ҫӗрсене хӑвӑн чурусене еткерлӗхе пар; пире Иорданӑн тепӗр енне илсе ан кай, тенӗ.
6
Моисей вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене каланӑ: сирӗн тӑванӑрсем вӑрҫа каяҫҫӗ, эсир ӗнтӗ кунта юлас тетӗр-им?
7
Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн?
8
сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ:
9
Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ;
10
ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ:
11
Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ,
12
унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
13
Ҫӳлхуҫа Израиле тарӑхса ҫитрӗ, ҫак халӑха Вӑл хӗрӗх ҫул хушши пушхир тӑрӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тунӑ ӑру пӗтӗмпе вилсе пӗтиччен илсе ҫӳрерӗ.
14
Халӗ ӗнтӗ аҫӑрсем вырӑнне эсир, ҫылӑхлӑ йӑх-ях, пӑлханатӑр, Израиле тарӑхса ҫитнӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллине тата ытларах хаярлататӑр.
15
Турӑран пӑрӑнсассӑн, Вӑл Израиль ывӑлӗсене каллех пушхире хӑварӗ, ҫапла эсир пӗтӗм халӑха пӗтеретӗр, тенӗ.
16
Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр;
17
хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр;
18
Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр;
19
пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.
20
Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн,
21
эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн,
22
ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ;
23
ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ;
24
ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
25
Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ;
26
пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ,
27
санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.
28
Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ,
29
Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр;
30
кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
31
Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр;
32
кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.
33
Вара Моисей вӗсене — Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене — тата Иосиф ывӑлӗн Манассиян ҫур йӑхне аморрейсен патшийӗн Сигонӑн патшалӑхне, Васан патшийӗн Огӑн патшалӑхне панӑ, ҫав ҫӗре унти хулисемпех — йӗри-таврари хулисемпех — тата пӗтӗм тавралӑхӗпех вӗсене панӑ.
34
Гад ывӑлӗсем вара Дивон, Атароф, Ароер,
35
Атароф-Шофан, Иазер, Иогбега,
36
Беф-Нимра, Беф-Гаран ятлӑ тӗреклӗлетнӗ хуласем тата сурӑх картисем туса лартнӑ.
37
Рувим ывӑлӗсем Есевон, Елеале, Кириафаим хулисене
38
тата кайран ячӗсене улӑштарнӑ Нево, Ваал-Меон хулисене, тата Сивма хулине туса лартнӑ, хӑйсем лартнӑ хулисене ят панӑ.
39
Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем Галаад ҫӗрне кайнӑ та, ӑна туртса илсе, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ;
40
Моисей вара Галаад ҫӗрне Махира, Манассия ывӑлне, панӑ, вӑл ӗнтӗ унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
41
Манассия ывӑлӗ Иаир та унти ҫынсем пурӑнакан хуласемпе ялсене турта-турта илнӗ, вӗсене Иаир ҫӗрӗсем тесе ят панӑ.
42
Новах та вӑрҫӑпа кайса Кенаф хулине тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туртса илнӗ, ӑна хӑйӗн ячӗпе Новах тесе ят панӑ.
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 33 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36