bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 23
Numbers 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 24 →
1
Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ.
2
Валак Валаам каланӑ пек тунӑ, Валакпа Валаам вара кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.
3
Валаам унтан Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ каям; тен, Турӑ мана хирӗҫ тухӗ, Вӑл мана мӗн уҫса панине кайран сана пӗлтерӗп, тенӗ. Вара [Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче юлнӑ, Валаам Турӑран ыйтса пӗлме] тӳпем вырӑна кайнӑ.
4
Турӑ Валаампа тӗл пулнӑ, Ӑна [Валаам] каланӑ: эпӗ ҫичӗ парне вырӑнӗ турӑм, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳтӗм, тенӗ.
5
Ҫӳлхуҫа Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ та ӑна: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ.
6
Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем те пурте унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. [Валаам ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ.]
7
Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак — Моав патши — мана Месопотамирен, тухӑҫри тусем патӗнчен, чӗнсе илчӗ: «килсемччӗ, Иакова ылхансамччӗ, килсемччӗ, Израиль ҫине инкек-синкек ярсамччӗ!» терӗ.
8
Манӑн мӗнле ылханас? Турӑ ӑна ылханмасть. Мӗнле инкек-синкек ярас? Ҫӳлхуҫа [ун ҫине] инкек-синкек ямасть.
9
Эпӗ Израиле ту тӑрринчен куратӑп, ун ҫине сӑрт ҫинчен пӑхатӑп: ку халӑх авӑ уйрӑм пурӑнать, ытти халӑхсем хушшинче шутланмасть вӑл.
10
Хӑйӑр евӗр йышлӑ Иаков йӑхне, Израилӗн тӑваттӑмӗш пайне кам шутласа тухайӗ? Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр, манӑн вилӗм вӗсенни пек пултӑр!
11
Валак ӗнтӗ Валаама: эсӗ мана мӗн кӑтартатӑн? эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма илсе килтӗм, эсӗ вара вӗсене пиллетӗн-и? тенӗ.
12
Валаам хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа хама мӗн калаттарнине тӗп-тӗрӗс каламалла мар-им манӑн? тенӗ.
13
Валак ӑна каланӑ: манпа пӗрле тепӗр вырӑна пыр-ха, вӑл халӑха ҫавӑнтан кур-ха эсӗ, анчах ӑна йӑлтах кураймӑн, унӑн пӗр пайне ҫеҫ курӑн; ҫав вырӑнтан ылхан ӑна, тенӗ.
14
Вара ӑна хурал тӑракан вырӑна, Фасги тӑвӗ тӑррине, илсе кайнӑ, унта Валак ҫичӗ парне вырӑнӗ тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.
15
[Валаам] Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ [Турӑпа] тӗл пулма [каям], тенӗ.
16
Ҫӳлхуҫа Валаампа тӗл пулнӑ, Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ.
17
Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем [пурте] унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. Валак ҫапла ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн терӗ? тенӗ.
18
Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак, тӑр та итле, Сепфор ывӑлӗ, тӑнла мана.
19
Суймашкӑн Турӑ этем мар, улшӑнмашкӑн этем ывӑлӗ те мар. Каланине тумасть-им Вӑл? калать те тумасть-и?
20
Вӑл пиллет те, эпӗ те пиллеме пуҫларӑм, эпӗ ҫакна урӑхла тӑваймастӑп.
21
Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах;
22
Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ;
23
Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть. Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн калӗҫ-ха Иаковпа Израиль ҫинчен: Турӑ акӑ мӗн тӑвать! тейӗҫ.
24
Акӑ халӑх арӑслан ами пек ура ҫине тӑрать, арӑслан аҫи пек ҫӗкленет; хӑйӗн тупӑшне ҫисе ямасӑр, вӗлернисен юнне ӗҫсе тӑранмасӑр выртас ҫук вӑл.
25
Валак вара Валаама: эсӗ ӑна ылханма та ан ылхан, пиллеме те ан пилле, тенӗ.
26
Валаам Валака хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана мӗн калать, эпӗ пӗтӗмпех ҫавна тӑватӑп темерӗм-им эпӗ сана? тенӗ.
27
Валак ӗнтӗ Валаама каланӑ: эпӗ сана тата тепӗр вырӑна илсе каям; тен, Турӑ хирӗҫ пулмӗ, эсӗ вара ку халӑха ҫав тӗлтен ылханӑн, тенӗ.
28
Валак вара Валаама пушхирелле пӑхакан Фегор тӑррине илсе кайнӑ.
29
Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ.
30
Валак вара Валаам каланӑ пек тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36