bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 9
Numbers 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 10 →
1
Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр:
3
ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
4
Моисей Израиль ывӑлӗсене Пасха тума каланӑ.
5
Вӗсем вара пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, Синай пушхирӗнче Пасха тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫапла тунӑ.
6
Вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ ҫынсем те пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав кун Пасха тума юраман; вӗсем вара ҫав кун Моисейпе Аарон патне пынӑ,
7
ҫав ҫынсем Моисее каланӑ: эпир вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗннӗ пирки таса мар; мӗншӗн-ха палӑртса хунӑ вӑхӑтра пире Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑра парне кӳме чармалла? тенӗ.
8
Моисей вӗсене: тӑхтӑр-ха, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн тӗлӗшрен мӗн каланине пӗлем, тенӗ.
9
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
10
Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла;
11
ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр;
12
ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр;
13
кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ;
14
сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
15
Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ кун Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, каҫран пуҫласа ирчченех кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче вут курӑннӑ пек тӑнӑ.
16
Кайран та яланах ҫапла пулнӑ: кӗлӗ чатӑрне [кӑнтӑрла] — пӗлӗт, ҫӗрле вут евӗрлӗскер хупласа тӑнӑ.
17
Пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн, Израиль ывӑлӗсем хускалса ҫула тухнӑ, пӗлӗт чарӑннӑ тӗлте Израиль ывӑлӗсем чатӑр карса тапӑра ларнӑ.
18
Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа хушнипе ҫула тухнӑ, Ҫӳлхуҫа хушнипе чарӑнса тӑнӑ: пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче тӑнӑ чухне вӗсем те ҫав вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑнӑ;
19
пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче чылай вӑхӑт хушши тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсем те, Ҫӳлхуҫа ҫапла кӑтартнине пӑхӑнса, ҫула тухман;
20
хӑш чухне вара пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче сахал вӑхӑт хушши тӑнӑ: вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе хускалса ҫула тухнӑ;
21
хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ, ирхине пӗлӗт ҫӗкленсе кайнӑ, ун чухне вӗсем те хускалса кайнӑ; е пӗлӗт кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑнӑ, вӑл ҫӗкленсессӗн, вӗсем те хускалса кайнӑ;
22
е тата пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче икӗ кун е пӗр уйӑх, е темиҫе кун тӑнӑ, ун чухне Израиль ывӑлӗсем те чарӑнса тӑнӑ, ҫула тухман; пӗлӗт ҫӗкленсессӗн тин хускалса кайнӑ;
23
Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе ҫула тухнӑ: Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнине пӑхӑнса пынӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36