bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 22
Numbers 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 23 →
1
Израиль ывӑлӗсем малалла кайнӑ, Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ.
2
Валак — Сепфор ывӑлӗ — Израиль аморрейсене мӗн тунине пӗтӗмпе курнӑ;
3
моавсем Израиль халӑхӗнчен питӗ хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн ку халӑх йышлӑ пулнӑ; моавсем Израиль ывӑлӗсенчен сехӗрленсе ӳкнӗ.
4
Вара моавсем Мадиан пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: вӑкӑр хир курӑкне ҫисе пӗтернӗ евӗр, ку халӑх пирӗн таврарине пӗтӗмпе пӗтерет, тенӗ. Ун чухне Валак — Сепфор ывӑлӗ — моавсен патши пулнӑ.
5
Вӑл Евфрат шывӗ хӗрринчи Пефор текен вырӑна, хӑй халӑхӗн ывӑлӗсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Валаам патне, Веор ывӑлӗ патне, элчӗсем янӑ, ӑна чӗнме тата ҫапла калама хушнӑ: акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, халӗ вӑл манпа кӳршӗллӗ пурӑнать;
6
кунта килсе ҫак халӑха ылхансам, мӗншӗн тесессӗн вӑл манран вӑйлӑрах: тен, ун чухне эпӗ ӑна пӗтерме, кунтан хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп; эсӗ пилленӗ ҫын пиллӗхлӗ пулать, эсӗ ылханнӑ ҫынна ылхан ҫитет — эпӗ ҫакна пӗлетӗп.
7
Моав пуҫлӑхӗсемпе Мадиан пуҫлӑхӗсем вара, тухатнӑшӑн памалли парнесем илсе, Валаам патне ҫитнӗ те ӑна Валак сӑмахӗсене каласа панӑ.
8
Валаам вӗсене: кунта ҫӗр каҫӑр, ирхине эпӗ сире Ҫӳлхуҫа хама мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ. Моав пуҫлӑхӗсем вара Валаам патне юлнӑ.
9
Валаама Турӑ курӑннӑ та ҫапла ыйтнӑ: сан патна мӗнле ҫынсем килнӗ? тенӗ.
10
Валаам Турра каланӑ: ман патӑма [вӗсене] Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — ҫапла [калама] янӑ:
11
акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, [халӗ манпа кӳршӗллӗ пурӑнать]; кунта килсе ҫавна ылхансам; тен, ун чухне эпӗ унпа ҫапӑҫма, ӑна [ҫак ҫӗр ҫинчен] хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп тесе каласа янӑ, тенӗ.
12
Турӑ Валаама каланӑ: вӗсемпе ан ҫӳре, вӑл халӑха ан ылхан, мӗншӗн тесессӗн вӑл пиллӗхлӗ халӑх, тенӗ.
13
Валаам ир-ирех тӑнӑ та Валак пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: хӑвӑр ҫӗршывӑрах ҫул тытӑр, Ҫӳлхуҫа мана сирӗнпе ярасшӑн мар, тенӗ.
14
Моав пуҫлӑхӗсем вара каялла Валак патне таврӑннӑ, [ӑна:] Валаам пирӗнпе килме килӗшмерӗ, тенӗ.
15
Валак татах пуҫлӑхсем янӑ, кусем лешсенчен йышлӑрах та чаплӑрах пулнӑ.
16
Вӗсем Валаам патне ҫитнӗ те ӑна каланӑ: Валак, Сепфор ывӑлӗ, акӑ мӗн калама хушрӗ: ман патӑма килсемехчӗ;
17
эпӗ сана пысӑк чыспа кӗтсе илӗп, эсӗ мана мӗн каланине [саншӑн] пӗтӗмпех тӑвӑп; килсемччӗ, ылхансамччӗ ҫак халӑха, терӗ, тенӗ.
18
Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп;
19
ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.
20
Ҫӗрле Валаама Турӑ курӑннӑ, вара ӑна каланӑ: ку ҫынсем сана чӗнме килнӗ пулсассӑн — тӑр та вӗсемпе пӗрле кай, анчах Эпӗ мӗн калассине ҫеҫ ту, тенӗ.
21
Валаам ир-ирех тӑрса хӑй ашакне йӗнерленӗ те моавсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ.
22
Вӑл тухса кайнӑран Турӑ ҫилли тулса ҫитнӗ, Валаама чармашкӑн ҫул ҫине Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӑнӑ. Ашак утланнӑ Валаампа пӗрле икӗ тарҫи пынӑ.
23
Ашак ҫул ҫинче аллине хӗҫ тытса тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ та, ҫултан пӑрӑнса, хирелле кайнӑ; Валаам ӑна ҫул ҫине каялла кӑларас тесе хӗнеме пуҫланӑ.
24
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иҫӗм пахчисем хушшинчи тӑвӑр ҫул ҫинче тӑнӑ, унта пӗр енче те хӳме, тепӗр енче те хӳме пулнӑ.
25
Ҫӳлхуҫа Ангелне курсассӑн, ашак хӳме ҫумне тӗршӗннӗ те Валаам урине хӳме ҫумне хӗстернӗ; хуҫи ӑна каллех хӗнеме тытӑннӑ.
26
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тепӗр ҫӗре, каллех хӗсӗк вырӑна, кайса тӑнӑ, унта сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май пулман.
27
Ҫӳлхуҫа Ангелне курсассӑн, ашак, Валаам утланнӑскер, ҫаплипех ҫӗре выртнӑ. Тарӑхса ҫитнӗ Валаам ӑна патакпа хӗнеме пуҫланӑ.
28
Вара Ҫӳлхуҫа ашака этем чӗлхипе калаҫтарнӑ, ашак Валаама каланӑ: эпӗ сана мӗн турӑм, эсӗ мана акӑ виҫҫӗмӗш хут хӗнетӗн ӗнтӗ? тенӗ.
29
Валаам ашака: эсӗ мана мӑшкӑллатӑн; аллӑмра хӗҫ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ сана халех вӗлернӗ пулӑттӑм, тенӗ.
30
Ашак Валаама каланӑ: ара, эпӗ санӑн ашаку мар-им? эсӗ ҫак таранччен ман ҫинче ларса ҫӳремен-им? сан тӗлӗшрен эпӗ ҫапла тунӑччӗ-и? тенӗ. Туман, тенӗ Валаам.
31
Ҫӳлхуҫа вара Валаам куҫне уҫнӑ та, Валаам ҫул ҫинче аллине хӗҫ тытса тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, вӑл ун умне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
32
Ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн ашакна ӗнтӗ виҫӗ хутчен хӗнерӗн? Эпӗ [санӑн] ҫулна пӳлме тухрӑм, мӗншӗн тесессӗн [эсӗ] тӗрӗс мар тӑватӑн;
33
ашак, Мана курса, ӗнтӗ виҫӗ хутчен Манран айккинелле пӑрӑнчӗ; вӑл Манран пӑрӑнман пулсассӑн, Эпӗ сана вӗлереттӗм, ӑна чӗрӗ хӑвараттӑм, тенӗ.
34
Вара Валаам Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: Эсӗ манӑн ҫула пӳлсе тӑнине пӗлмен эпӗ, ҫавӑнпа ҫылӑха кӗтӗм; ҫакӑ Саншӑн кӑмӑллӑ мар пулсассӑн, эпӗ каялла таврӑнӑп, тенӗ.
35
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Валаама каланӑ: эсӗ ҫак ҫынсемпе кай, анчах Эпӗ сана мӗн калассине ҫеҫ кала. Валаам вара Валак пуҫлӑхӗсемпе пӗрле кайнӑ.
36
Валак, Валаам килет тенине илтсессӗн, ӑна кӗтсе илме моавсен хулине, Арнон шывӗ хӗрринче шӑпах чикӗре ларакан хулана, пынӑ.
37
Валак Валаама каланӑ: ара, эпӗ сана чӗнме ямарӑм-и? эсӗ ман патӑма мӗншӗн килесшӗн пулмарӑн? ара, эпӗ сана чыс-хисеп кӑтартаймастӑп-им? тенӗ.
38
Валаам Валака каланӑ: акӑ ҫитрӗм ӗнтӗ сан патна, анчах эпӗ хам тӗллӗн мӗн те пулин калайӑп-и? Турӑ мана мӗн калаттарӗ, эпӗ ҫавна калӑп, тенӗ.
39
Валаам вара Валакпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Кириаф-Хуцоф текен вырӑна ҫитнӗ.
40
Валаам ячӗпе тата унпа пӗрле килнӗ пуҫлӑхсен ячӗпе Валак вӑкӑрсемпе сурӑхсем пустарнӑ.
41
Тепӗр кун ирхине Валак, Валаама Израиль халӑхӗн пӗр пайне кӑтартас тесе, ӑна Ваал тӳпемне илсе кайнӑ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36