bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 3
Numbers 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 4 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ,
2
Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар;
3
кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ;
4
анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
5
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
6
Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр;
7
вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр;
8
пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр;
9
левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр;
10
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
12
акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла,
13
мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа Моисее Синай пушхирӗнче ҫапла тесе каланӑ:
15
Левий ывӑлӗсене вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух; арҫынӗсене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, тенӗ.
16
Вара Моисей [тата Аарон] вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Вӑл хушнӑ пек шутласа тухнӑ.
17
Акӑ Левий ывӑлӗсен ячӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
18
Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем, ӑру пуҫӗсем: Ливни тата Шимей.
19
Кааф ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Амрам тата Ицгар, Хеврон тата Узиил.
20
Мерари ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
21
Гирсонран Ливни ӑрӑвӗпе Шимей ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Гирсон ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ.
22
Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсессӗн, арҫынсем мӗнпурӗ ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.
23
Гирсон ӑрӑвӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗ хыҫне, анӑҫ енне, лартмалла;
24
Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Лаел ывӑлӗ;
25
Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ҫакӑнса тӑракан чаршава,
26
картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра ҫавӑрнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава, кӗлӗ чатӑрӗн вӗренӗсемпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне астума хушмалла.
27
Каафран Амрам ӑрӑвӗпе Ицгар ӑрӑвӗ тата Хеврон ӑрӑвӗ, тата Узиил ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Кааф ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ.
28
Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫын шучӗ сакӑр пин те ултҫӗр ҫын, вӗсем сӑваплӑ вырӑна хуралласа тӑнӑ.
29
Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла;
30
Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ;
31
вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.
32
Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.
33
Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ;
34
шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын;
35
Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла;
36
Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла
37
тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.
38
Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
39
Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисейпе Аарон левитсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур арҫыннине, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухнӑ; шута илнӗ левитсем мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин ҫын пулнӑ.
40
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла;
41
Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ мӗнпур выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑх-чӗрлӗхне ил, тенӗ.
42
Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлне шутласа тухнӑ,
43
вара ячӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, малтан ҫуралнӑ ывӑлсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын пулнӑ.
44
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
45
Израиль ывӑлӗсенчен илмелли малтан ҫуралнӑ мӗнпур арҫын ача вырӑнне эсӗ левитсене ил, вӗсен выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑхне ил; левитсем Манӑн пулччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
46
Левитсемпе танлаштарсассӑн, Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисем икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын ытларах, вӗсене тӳлесе илмешкӗн
47
кашни ҫыншӑн пилӗкшер сикль ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пултӑр,
48
левитсен шутӗнчен иртнисемшӗн тӳленӗ ҫакӑ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пар, тенӗ.
49
Моисей вара левитсен шутӗнчен ытларах пулнисем вырӑнне тӳленӗ кӗмӗле илнӗ.
50
Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисемшӗн вӑл таса сикль виҫипе пин те виҫҫӗр утмӑл пилӗк [сикль] кӗмӗл илнӗ;
51
Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, [ытлашши пулнисемшӗн] тӳленӗ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене панӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36