bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 28
Numbers 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 29 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: Мана кӳрекен парнене, Манӑн ҫӑкӑрӑма, вӗсем Мана хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑччӑр, унӑн ырӑ шӑрши Мана кӑмӑллӑ пулӗ.
3
Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫана сирӗн яланах ҫакӑн пек парне кӳмелле: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн кунсерен айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек парса тӑмалла;
4
пӗр путекне ирхине пар, тепӗр путекне каҫхине пар;
5
тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне чӗрӗк гин чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [пар];
6
ку — Ҫӳлхуҫана кӳрекен яланхи парне, ӑна малтан, Синай тӑвӗ патӗнче кӳнӗ пек, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелле;
7
тата пӗр путек пуҫне чӗрӗк гин эрех пар: ӑна, Ҫӳлхуҫана кӳрекен эрехе, сӑваплӑ ҫӗрте сап.
8
Тепӗр путекне каҫхине пар, ирхине тырӑ-пулӑ парни мӗнле кӳнӗ, каҫпа та ҫавӑн пекех пултӑр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулӗ.
9
Кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесӗр пуҫне тата шӑматкун парни пулмалла; шӑматкун айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [парӑр], ун ҫине эрех сапӑр; ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне кашни шӑматкунах пулмалла.
11
Ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳмелле,
12
унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни пултӑр: кашни пӑру пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, така пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр,
13
кашни путек пуҫне тырӑ-пулӑ парни — пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса — парӑр; ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ;
14
ҫав парнесем ҫине эрех сапмалла: пӑру ҫине ҫур гин, така ҫине гинӑн виҫҫӗмӗш пайне, путек ҫине чӗрӗк гин сапмалла; ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелле.
15
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан яланхи парнесӗр пуҫне тата ҫылӑх каҫарттарма Ҫӳлхуҫана пӗр качака таки кӳрӗр; ӑна эрех сапса парӑр.
16
Пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫа Пасхи пулать.
17
Ҫак уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те уяв; ун чухне ҫичӗ кун хушши тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.
18
Пӗрремӗш кунӗнче [сирӗн] сӑваплӑ пуху [пултӑр]; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
19
Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр;
20
ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ пултӑр,
21
ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,
22
тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр;
23
ӑна яланхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли ирхинехи парне ҫумне хушса памалла.
24
Ҫичӗ кун хушши ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр; ку — ҫӑкӑр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне; ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳрекен яланхи парне ҫумне хушса памалла.
25
Ҫиччӗмӗш кунне те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
26
Малтанхи ҫимӗҫ кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ парни кӳмелли кун, эрнесен уявӗнче, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр;
27
Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр,
28
ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ,
29
ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр,
30
тата [ҫылӑх каҫарттарма,] хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр;
31
[Мана ҫакна] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса парӑр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр, тенӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36