bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 4
Numbers 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 5 →
1
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
2
Левий ывӑлӗсем хушшинчен Кааф ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух,
3
пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
4
Кааф ывӑлӗсем [ҫак левитсем хӑйсен ӑрӑвӗпе, хӑйсен килӗ-йышӗпе] пуху чатӑрӗнче ӗҫлемелли ӗҫ акӑ: вӗсен Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме йӑтса ҫӳремелле.
5
Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ;
6
унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ;
7
Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла;
8
вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ;
9
унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ;
10
унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ;
11
ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
12
Кӗлӗ тунӑ чухне сӑваплӑ вырӑнта тыткалакан кӗлӗ япалисене пурне те илӗҫ те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч ӑшне чиксе хурӗҫ, унтан кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе ҫӗклевӗҫ ҫине хурӗҫ.
13
Вара парне вырӑнӗ ҫинчи кӗле тасатса, ӑна хӗрхӗлтӗм виткӗчпе витсе хурӗҫ;
14
парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре — кӑмрӑк ӑскӑчӗсене, юплешкисене, калакӗсене тата чашӑкӗсене, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑтне — парне вырӑнӗ ҫине хурӗҫ те, ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе, каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ. [Унтан хӗрхӗлтӗм виткӗч илӗҫ те ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне ҫавӑнпа витӗҫ, ҫиелтен тата кӑвак сӑран вителӗк витсе ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ.]
15
Тапӑр ҫула тухас умӗн Ааронпа унӑн ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑна тата сӑваплӑ вырӑнӑн мӗнпур япалине витсе пӗтерсессӗн, вӗсене ҫӗклесе каймашкӑн Кааф ывӑлӗсем пырса тӑрӗҫ; анчах вилес мар тесессӗн, вӗсен сӑваплӑ вырӑна сӗртӗнме юрамасть. Пуху чатӑрӗн ҫак пайӗсене Кааф ывӑлӗсем ҫӗклесе ҫӳремелле.
16
Елеазара — Аарон священник ывӑлне — ҫутаткӑҫа ямалли йывӑҫ ҫӑвӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли, яланах кӳрсе тӑракан тырӑ-пулӑ парни тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ памалла, — пӗтӗм кӗлӗ чатӑрӗ, ун ӑшӗнчи мӗнпур япала, сӑваплӑ вырӑнпа унти мӗнпур хатӗр-хӗтӗр унӑн аллинче пулмалла, тенӗ.
17
Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
18
Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр,
19
Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр;
20
вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
21
Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ:
22
Гирсон ывӑлӗсене те хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух,
23
пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
24
Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем:
25
вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле
26
тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла;
27
кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр;
28
Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
29
Мерари ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух,
30
пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
31
Пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫре тӑнӑ чухне вӗсен акӑ мӗн йӑтса ҫӳремелле: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене, унӑн каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене
32
тата картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, вӗсен таврашӗнчи мӗнпур япалана, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; вӗсем йӑтса ҫӳремелли япаласене ячӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр;
33
Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче тумалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ, тенӗ.
34
Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;
36
вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ:
37
ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
38
Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;
40
вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ:
41
ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
42
Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;
44
вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ:
45
ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
46
Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене,
47
пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ;
48
шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ;
49
Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36