bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Numbers 33
Numbers 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 34 →
1
Моисейпе Аарон ертсе пынипе Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ, йӑхӑн-йӑхӑн хӑйсен ҫар ушкӑнӗсемпе пыракан Израиль халӑхӗ акӑ ӑҫта-ӑҫта чарӑнса тӑнӑ.
2
Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей хӑйсен ҫулне, хӑйсем хӑш-хӑш вырӑнта чарӑнса тӑнине ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем акӑ ҫаксем:
3
вӗсем Раамсес хулинчен пӗрремӗш уйӑхра, пӗрремӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче тапранса тухнӑ; Израиль ывӑлӗсем Пасха уявӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫирӗп алӑ хӳттипе пӗтӗм Египет куҫӗ умӗнче ҫула тухнӑ;
4
ҫавӑн чухне Египет халӑхӗ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм арҫын ачине пытарнӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнӑ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсен туррисене ҫапла сут тунӑ.
5
Ҫапла вара Израиль халӑхӗ, Раамсес хулинчен тапранса тухса, Сокхоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
6
Сокхофран кайсассӑн, пушхир хӗрринчи Ефам текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
7
Ефамран кайсассӑн, Ваал-Цефон патӗнчи Пи-Гахироф еннелле кайнӑ, унтан Мигдол ҫывӑхӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
8
Гахирофран кайсассӑн, тинӗс варрипе каҫса пушхире ҫитнӗ, вара виҫӗ кун хушши Ефам пушхирӗпе пынӑ, кайран Мерра текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
9
Меррӑран кайсассӑн, Елим текен вырӑна ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑл [пулнӑ], ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, вӗсем ҫавӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
10
Елимран кайсассӑн, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
11
Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен кайсассӑн, Син пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
12
Син пушхирӗнчен тухсассӑн, Дофка текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
13
Дофкаран кайсассӑн, Алуш текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
14
Алушран кайсассӑн, Рефидим текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ, унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман.
15
Рефидимран кайсассӑн, Синай пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
16
Синай пушхирӗнчен тухсассӑн, Киброт-Гаттаава текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
17
Киброт-Гаттаавӑран кайсассӑн, Асироф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
18
Асирофран кайсассӑн, Рифма патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
19
Рифмаран кайсассӑн, Римнон-Фарец текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
20
Римнон-Фарецран кайсассӑн, Ливна текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
21
Ливнаран кайсассӑн, Рисса текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
22
Риссаран кайсассӑн, Кегелафа текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
23
Кегелафӑран кайсассӑн, Шафер тӑвӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
24
Шафер тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Харада текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
25
Харадаран кайсассӑн, Макелоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
26
Макелофран кайсассӑн, Тахаф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
27
Тахафран кайсассӑн, Тарах текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
28
Тарахран кайсассӑн, Мифка текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
29
Мифкаран кайсассӑн, Хашмона текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
30
Хашмонаран кайсассӑн, Мосероф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
31
Мосерофран кайсассӑн, Бене-Яакан текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
32
Бене-Яаканран кайсассӑн, Хор-Агидгад текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
33
Хор-Агидгад патӗнчен кайсассӑн, Иотвафа текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
34
Иотвафа патӗнчен кайсассӑн, Аврон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
35
Авронран кайсассӑн, Ецион-Гавер текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
36
Ецион-Гавер патӗнчен кайсассӑн, Син пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ. [Син пушхирӗнчен кайсассӑн, Фаран пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ,] ӑна Кадес та теҫҫӗ.
37
Кадесран кайсассӑн, Эдом ҫӗрӗ чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
38
Ҫӳлхуҫа хушнипе Аарон священник Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ, ку Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни хӗрӗхмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, пулса иртнӗ;
39
Ор тӑвӗ ҫинче вилнӗ чухне Аарон ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ.
40
Ханаан патши Арада, Ханаан ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнаканскер, ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсем ҫывӑхарни ҫинчен илтнӗ.
41
Израиль халӑхӗ Ор тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Салмон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
42
Салмонран кайсассӑн, Пунон текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
43
Пунонран кайсассӑн, Овоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
44
Овофран кайсассӑн, Моав чиккинчи Ийм-Аварим патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
45
Ийм патӗнчен кайсассӑн, Дивон-Гад текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
46
Дивон-Гад патӗнчен кайсассӑн, Алмон-Дивлафаим текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
47
Алмон-Дивлафаим патӗнчен кайсассӑн, Аварим тӑвӗ ҫинче Нево ҫывӑхӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
48
Аварим тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ;
49
вӗсем Иордан хӗрринче Моав тӳремлӗхӗнче Беф-Иешимоф хулипе Аве-Ситтим хули хушшинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
50
Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
51
Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн,
52
унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр;
53
ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп;
54
еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр;
55
ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ,
56
ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36